Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Э. Юрьев палăкне уçнă

Пирĕн мухтавлă ентеш — Чăваш Республикин патшалăх Гербĕпе Ялавĕн, Шупашкар хулин Гербĕн авторĕ, Чăваш халăх художникĕ, хамăр район Гербне тăвас ĕçе тÿпе хывнă Э. М. Юрьев пирки илтмен-пĕлмен çын Чăваш çĕр-шывĕнче çуках-тăр. Шел те, унăн пурнăçĕ кĕске килчĕ, 65 çула çитичченех çĕре кĕчĕ.

Сăнарлă искусствăна тата чăваш халăх культурине аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тăван республика Президенчĕ Н. В. Федоров 2001 çулта “Э. М. Юрьев ятне ĕмĕрлĕх асра хăварасси çинчен” Указа алă пуснăччĕ, ЧР Министрсен Кабинетне Элли Михайловичăн пултарулăхри пуянлăхне упраса хăварас енĕпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хушнăччĕ. Çавна май çак кунсенче Шупашкарти Б. Хмельницкий урамĕнчи паллă çынсен пантеонĕнчи Э. М. Юрьев вил тăпри çинче унăн палăкне уçнă.

Унта ЧР Президенчĕ Н. В. Федоров, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р. М. Лизакова, Э. М. Юрьев мăшăрĕ — Галина Алексеевна, хамăрăн пултаруллă тепĕр ентеш — Чăваш халăх поэчĕ Ю. С. Семенов (Сементер), РФ тата ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ю. Викторов тата ыттисем сăмах каланă, Элли Михайловичăн ÿнер пултарулăхне пысăк хак панă.

Э. М. Юрьев палăкне уçнă çĕре хамăр район пуçлăхĕ С. А. Николаев та хутшăннă.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
27 июня 2008
00:00
Поделиться
;