Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Технологине пăхăнсан, тухăç пулатех

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал тĕш тырăсем — 7343, çĕр улми 595 гектар акса-лартса хăварчĕç, çур акине, тĕпрен илсен, йĕркеллĕ ирттерсе ячĕç. Вырăнсенче мĕнле ĕçленине хак пама вăхăт çитрĕ. Июнĕн 6-мĕшĕнче уйсене пăхса тухас тĕлĕшпе туса хунă комисси, икĕ ушкăна пайланса, ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕсене пăхса çаврăнса пахаларĕ.

Район пуçлăхĕ С. Николаев ертсе пынă пĕрремĕш ушкăн чи малтанах “Заря” хуçалăхра пулчĕ. Технологине пăхăнса акнăран тата çум курăкпа кĕрешсе гербицид сапнăран кунти урпа уйĕ тухăç пĕчĕкех пулмасса шантарать. Çав хушăрах “Прогресс” хуçалăхăн çул урлă вырнаçнă урпа пусси, çĕрĕ аван пулсан та, çум курăклă. “Новая сила” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи В. Никитин пĕлтернĕ тăрăх, еншиксем кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе апатлантарнă, вĕсене çитес кĕркунне акма тата 50 гектар çĕр хатĕрленĕ. Шел те, кĕрхи тулă начар шăтнă (ăна пăсса акмалла), 70 гектар çинчи çуртрисем çум курăклă. “Гигант” хуçалăхăн Супар ялĕ çывăхĕнчи уйĕсем те, ытти çулхипе танлаштарсан, çум курăклăрах, хăш-пĕр çĕрте акăнман лаптăксем те (шăйрăксем) пур. Алманчсен пĕрчĕллĕ культурăсем — 1100, çав шутра кĕрхисем 340 гектар йышăнаççĕ. Алманч ялĕ çумĕнчи 90 гектар çинчи ыраш пусси, ав, куçа савăнтарать, çÿллĕ çитĕннĕ вăл, пучахĕсем те кĕскех мар. Вĕсеннех козлятник курăкĕ парка çĕкленнĕ, халĕ выльăхсене çулса çитереççĕ. “Лаптăкне пысăклатма пĕлтĕр вăрлăхне те пухса илтĕмĕр. Питĕ сĕтеклĕ курăк. Çу кунĕсенче 4 хутчен çулса илме май пур”, пĕлтерчĕ В. Александров председатель.

“Востокра” тырăсене 320 гектар акнă, уйсене гербицид сапнă, чăн та, шăйрăксем чылай, çав хушăрах тата пушă выртакан çĕрсем те пур-ха. Тулли мар яваплă “Шивбосинское” пĕрлешÿре вара çуртрисем начар çĕкленеççĕ, гербицидпа усă курманран вĕсене çум курăк пусса илсех пырать. “АиКо” хуçалăхăн ыраш уйĕ япăх мар. “Пинерте” вара кĕрхи тулă минераллă удобренисемпе пĕрле акманран парках çĕкленеймест. 30 гектар тулă та çăрах шăтман, тепĕр уйри вара — лайăх, шел, унта удобренисене пĕр пек парайман. Ю. Степанов ертÿçĕ каланă тăрăх, кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлес ĕç пырать — 30 гектар сухаланă та.

“Янмурзино” ял хуçалăх кооперативĕн Пайсупин ялĕ çывăхĕнчи уйĕнче çуртрисем каярах акнăран юлашки çумăрсем хыç-çăн кăна шăтса тухнă-ха. Кĕрекаç ялĕ патĕнчи тулă уйĕ хитрен курăнать, ыраш кăшт япăхрах çитĕнет. Кунти çĕр улми уйĕнче Н. Михайлов тракторист хысаксем тăватчĕ. “Кĕр тыррисем 500 гектар пирĕн, удобренисем панă вĕсене. Çитес кĕркунне акма кĕçех çĕр хатĕрлеме тытăнатпăр. Хальлĕхе пирĕн техника Вăрнар районĕнче ĕçлет-ха”, терĕ Э. Петров председатель.

“Бахча” пĕрлешÿре кĕр тыррисем те, çуртрисем те пĕрешкелех лаптăк йышăнаççĕ. Урпа уйне гербицид панă. Кĕрхи тулă пусси те япăхах мар. Люцерна парка çĕкленнĕ. А. Николаев уйрăм предпринимателĔн Хĕлеç ялĕ çывăхĕнчи 62 гектар уйĕсем те начар мар, çав шутра кĕрхи культурăсем 40 гектар йышăнаççĕ. “Элитăллă “московская — 39” сортпа акнă кĕрхи тулă пусси районта чи хитри-пахисенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ”, палăртрĕ ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. Васильев. Тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿ уйĕсем, яланхиллех, капăррăн курăнаççĕ. Кунта “житница”, “казанская — 560” (кĕрхи тулă) çĕнĕ сортсем акса хăварнă.

* * *

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров ертсе пыракан ушкăн малтанах “КАРАЕВО” хуçалăх уй-хирĕсене пăхса çаврăнчĕ. 2-мĕш бригадăн çăва çумĕнчи урпа уйĕ кăвак-симĕссĕн курăнса выртать. Калча парка. “Эльф” урпа пуссин лаптăкĕ — 28 гектар. Пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăха минераллă удобренисемпе пĕрле варăнтарнă. Çавăнпа вăл хитре, лайăх хунавланнă, пĕр пĕрчĕрен 8—10 туна ÿссе хăпарнă. Кÿлхĕрри ялĕ çумĕнчи калча та аван хăпарать. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Б. Прохоров пĕлтернĕ тăрăх, халиччен 150 гектар тĕш тырă çине, çум курăксене пусарас тесе, гербицид сапнă.

“ВОЛИТĂН” “ Московская-35” тулă уйĕ, 75 гектар, хитре, анчах çум курăксем вăй илме пуçланă. В. Петров ертÿçĕ паян-ыран гербицид сапма тухасси çинчен пĕлтерчĕ. Ырашĕ сайрарах тата çÿллех мар. Июнĕн 5-мĕшĕнчи çумăр Карай уйĕсене аптрамасть ислетнĕ пулсан, кунта кăшт çеç йĕпетсе кайнă.

“МИЧУРИНЕЦ” хуçалăхăн Мăн Шетмĕнелле каякан автоçулăн сулахай енчи уйри урпа шăтса амаланма çеç пуçланă, çум курăксем чылай. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртне хирĕçли уйра (сулахайра) урпана тĕрлĕ çум курăк пусса илме пуçланă. Кунта пĕр агрегат гербицид сапма тухнăччĕ.

“Рассвет” хуçалăхпа В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕн калчисем питĕ имшер, уйсем çав тери çум курăклă.

О. ВОЛКОВ ХФХ уйĕсем те хитре тееймĕн. Çĕр ĕç культури уксахлать. Уй тикĕс мар. Сеялкăсене лайăх йĕркелештерейменрен тĕш тырă вăрлăхĕ çĕре пĕр пек варăнса пыман. Çавăнпа та уйсем каюллăрах. Ырашĕ питĕ лутра тата çав тери сайра, пучахĕсем кĕске. Çавăнпа та тухăç 5—6 центнертан ытла пуласси иккĕлентерет.

“НИВА” хуçалăхăн маларах акнă лаптăксенчи калча хÿхĕм. Çум курăксемпе хальтерех кĕрешмесен тухăç чылай чакма пултарать.

“КРАСНОЕ СОРМОВО” хуçалăхпа пĕрлешÿн эпир курса çаврăннă уйĕсем хитре. Кунта çуртрисем 700 гектар йышăнаççĕ. Тĕш тырăсене имçамласа тата минераллă удобренипе пĕрле акнă. С.Иванов ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, çум курăксемпе кĕрешсе, 240 гектар çине гербицид сапнă. Хăш-пĕр лаптăксене минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Çирĕклĕри фермăран хăйсен вăйĕпе тислĕк кăларса пĕтернĕ. Халĕ ку звено Яманакри сĕт-çу фермине куçнă. Хуçалăхра кĕр тыррисем акма хĕрсех çĕр хатĕрлеççĕ.

“КОЛОС” пĕрлешÿн уйĕсем куçа савăнтараççĕ. Уйрăмах Вутланти — тулă, Кайри Карăк патĕнчи ыраш пуссисем. Кунта çĕртме сухи тунă уйсене çуртрисем акнă. Пĕр сĕлĕ уйĕ (17 га) çеç çиелтен ĕçлесе акни. Иртнĕ кĕркунне хам 90 гектар сухаларăм”, — тет Николай Фомин бригадир.

Л. АРТЕМЬЕВ хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улми анисем хитре. Çĕр улми шăтса тухнă. Рет хушшисене пĕр хутчен кăпкалатма ĕлкĕрнĕ.

“Таябинка” пĕрлешÿн Крентейкассипе Йÿçкасси уйĕсенчи калчасем çав тери хитре. “Вĕсене “магнум” тата “прима” гербицидпа сапса тухнă”, тесе пĕлтерчĕ кунти С. Молотков тĕп агроном. “Иккĕмĕш çăкăр” пуссисене те пăхма кăмăллă.

Уйсене пахаласа йышăнас тĕлĕшпе туса хунă районти комисси хуçалăхсенчен тулли мар яваплă “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿ уйĕсем чи лайăххисем тесе палăртрĕ. Тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿпе “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕн — иккĕмĕш, “Нивăпа” “Караево” хуçалăхсен тата чикĕллĕ яваплă “Шатьма” пĕрлешÿн — виççĕмĕш вырăнсенче.

Агропромышленность комплексне кĕрекен пĕчĕк предприятисем хушшинче А. Н. Николаев уйрăм предприниматель мала тухрĕ. Ун хыççăнхи вырăнсене “Заря” ял хуçалăх артелĕпе В. Н. Шумилов хресчен-фермер хуçалăхĕ йышăнчĕç.

— Виçĕм кун каçхине Шупашкартан таврăннă чух Чатукасси урлă килмелле пулчĕ. “Таябинкăра” механизаторсем 21 сехет çурăра та гербицид сапатчĕç. Пур çĕрте те çавăн пек тăрăшсан, паллах, кăçал тухăç лайăх пулмалла, — ас илтерчĕ район пуçлăхĕ С. Николаев тата ĕç дисциплинине çирĕплетме ыйтрĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
11 июня 2008
00:00
Поделиться
;