Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ЮЛАШКИ ШĂНКĂРАВ ЯНĂРАРĔ

ЮЛАШКИ ШĂНКĂРАВ ЯНĂРАРĔ

ШĂМАТ кун республикăри шкулсенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал 12,3 пин çамрăк - вăтам шкул, 11,9 пин вĕренекен тăххăрмĕш класс пĕтерет. Юлашки шăнкăрав уявĕнче вĕсене хăнасем - влаç органĕсен, общество организацийĕсен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕ, учительсем саламланă. Олимпиада-конкурссенче палăрнисене дипломсемпе Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем панă.

Кашни районта, хулара шкул пĕтерекен çамрăксене йăлана кĕнĕ юлашки шăнкăрав уявĕнче ăнăçу, телей сунса ырă сăмах нумай каланă. Вĕсемшĕн малашлăха çул уçă. Аттестат илнĕ хыççăн Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕсем тăрăх чи сумлă аслă шкулсене кĕме пулать. Юлашки çулсенче ППЭ пулăшнипе Чăваш Ен ачисем Мускава та, Питĕре те хăюллăнах çул тытаççĕ. Кăçал та вĕсен ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанас килет.

Ку тĕлĕшпе Красноармейски районĕнчи вĕренекенсем те çулсеренех çитĕнÿсем тăваççĕ. Кăçал кунта 230 çамрăк шкул пĕтерет.

 



"Хыпар"
27 мая 2008
00:00
Поделиться
;