Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Уй-хир ĕçĕсен дневникĕнчен

— Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн диспетчер службинчен пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсене районĕпе 5200 гектар акнă е вăл палăртнин 70, 8 проценчĕпе танлашать. “Восток”, “Гигант”, “Досаево”, “Караево”, “Красное Сормово”, “Заря” хуçалăхсемпе "Шатьма", "Агроснаб" пĕрлешÿсем ку енĕпе плана пурнăçланă. Çав хушăрах “АиКо” палăртнин —4, В. Васильева ХФХ — 13, 3, “Мичуринец” — 25, “Волит” — 27, 9, “Рассвет” — 30, О. Волков ХФХ — 37, 5, МТС— 44, 3, “Прогресс” — 47, 6, “Новая сила” 49, 3 процентне çеç акса хăварнă.

— Унччен усă курман çĕрсем çинче çуртрисем акма 210 гектар çĕр хатĕрленĕ, “Пинерте” — 50, “Шатьмара” — 60, “Заряра” 30 гектар акнă.

— Асăннă кун тĕлне районĕпе 1475 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме хунă.

— 833 тонна минераллă удобрени пур.

— 2625 гектар кĕр калчисене е вĕсен лаптăкĕн 63, 2 процентне, 928 гектар нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренипе апатлантарнă.

— 5745 гектар çĕре кăпкалатса акма хатĕрленĕ.

— Л. Артемьев хресчен-фермер хуçалăхĕ 17 гектар çĕр улми лартнă.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
29 апреля 2008
00:00
Поделиться
;