Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чаплă концертсем

Икĕ кĕçнерни кун харăс “Анат Чулхула Газпром трансгаз” ООО филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн Красноармейскинчи Заволжски клубĕнче ку клуб çумĕнчи творчество коллективĕсем хăйсен отчетлă концерчĕсене кăтартрĕç.

Апрелĕн 17-мĕшĕнчи концерт халăхăн ача-пăча “Юность” ташă ансамблĕн ташшипе пуçланчĕ. Вăл каç ансамбль сцена çинче 6 хут хăй пултарулăхне кăтартрĕ. Кĕçĕннисемпе вăталăххисен ушкăнне концерта Эльвира Романова хатĕрленĕ. Аслисен ушкăнĕн ертÿçи — Татьяна Ефремова. “Озоринка”, “Тарантелла” ташăсене, грузинсен ташшине тата ыттисене те куракансем хытă алă çупса йышăнчĕç.

Халăх музыкин “Раштав” ансамблĕн ячĕ районта кăна мар, республикăпа ун тулашĕнче те анлăн сарăлчĕ. Унăн кашни юрриех куракансене тыткăнлать. Хальхинче кунти пĕрлехи ушкăн “Изгнание духов”, арçынсен ушкăнĕ “Ясный сокол в небесах” юрăсене шăрантарчĕç. Инструменталлă ушкăн такмаксене парнелерĕ.

“Каприз”. Çапла ят панă хĕрарăмсен вокал ансамблĕ хăйĕн ятне. Виççĕн кăна пулин те 4 хутчен тухрĕ сцена çине. Чăваш, вырăс, чикĕ леш енчи эстрада юррисене те чуна пырса тивмелле янраттарчĕ.

“Раштав” ансамблĕн ушкăнĕ такмаксене инструментсемпе выляни пурин кăмăлне те кайрĕ.

Вăл каç клуба пынисем вокалпа инструменталлă ”Çавал”, “Отражение снов” рок-ушкăнсен пултарулăхне пăхса та пысăк хак пачĕç. Патриотла юрăсен “ДМБ” ансамблĕн (ертÿçи А.Тюмеров) “Бывало” юрри пурин кăмăлне те кайрĕ.

Концерт вĕçленсен “Заволжски” клуб ертÿçи П. Владимирова артистсене тав сăмахĕ каларĕ. "Концертăн иккĕмĕш пайне 120 çын, вăл шутра 75-шĕ “Юность” ташă ушкăнĕн членĕсем, хутшăнчĕç”, — пĕлтерчĕ Полина Захаровна.

Чаплă концерт панă ятпа художество пултарулăх членĕсене “Анат Чулхула “Газпром” транс газ ООО филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн профком председателĕ Я. Малинин саламларĕ. Вĕсем пурте асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
25 апреля 2008
00:00
Поделиться
;