Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕннине ĕçе кĕртсе

Мартăн 10-мĕшĕнче Сартăванти сĕт-çу ферминче çĕнĕ оборудовани пулăшнипе ĕне сума кÿлĕннĕ.

Паниçкесем халĕ хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри хăйсене кирлĕ çĕре кĕртсе тăратасса кĕтеççĕ. Акă сумалли залăн алăкĕ уçăлчĕ те вĕсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен вырăнĕсене йышăнма васкарĕç. Галина Анисимова операторпа унăн пулăшаканĕ Мария Александрова ĕнесен çиллисене, ăшă шывпа çуса тасатса, алшăллипе типĕтсе илчĕç те сумалли аппарат ĕмкĕчĕсене ĕне чĕччисем çине тăхăнтартса тухрĕç. Кĕç сăвăм та пуçланчĕ. Паниçкесем мăшлата-мăшлатах пусыпкăна тĕшĕреççĕ. Сăмах май, çак кунсенче вĕсен рационĕнче çăнăх — 5, утă — 6, салат пăтти — 4, силос — 25 килограмшар. Çавна пула сĕчĕ те пур. Талăкри сăвăм ĕне пуçне 13 килогрампа танлашать, фермипе вара 2 тонна пуçтарăнать.

— Пирĕн ĕç самай çăмăл-ланчĕ. Унччен 120-е яхăн ĕнене эпир тăваттăн сунă пулсан, халĕ пĕччен сăватăп. Чăн та, ун-кун ĕçсенче (ĕнесене хăваласа кĕртесси тата ытти те) мана М. Александрова пулăшать.12 ушкăн ĕнене сăтăрккăн-сăтăрккăн сумалли зала кĕртсе кăларма тивет. Ĕнисем хăнăхса çитрĕç ĕнтĕ, — ĕç-пуçпа паллаштарать Галина Петровна.

Малтан сĕте сĕт блокне алăпа çĕкленĕ пулсан, паян вăл унта пăрăхсем тăрăх пырать.

— Тăватă çул каялла çакăн пек ĕçлеме пуçласси пирки калаçатчĕç те тем ĕненес килместчĕ. Акă, халĕ хамăр унăн çăмăллăхĕсене ĕçре туйса та илтĕмĕр… — мăнаçланса пĕлтерет машинăпа ĕне сăвакан Г. Анисимова оператор, В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçисене ырласа.

Сĕт блокĕнче сĕте тасатса сивĕтмелли установкăна вырнаçтараççĕ. Холодильнике 3 тонна ытла кĕрет. Сĕт унта сехетрех 4 градуса çити сивĕнет. Иккĕмĕш талăкĕнче паха продукцине сĕт-çу заводне ăсатаççĕ. Мĕн пур оборудованисене Владислав Владимирович Федоров оператор пăхса, ĕçлеттерсе тăрать.

— Ĕçĕ йывăрах мар, халĕ хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ… — тет Владислав Владимирович.

Данин SAG фирмин технологийĕпе ĕçлемелли оборудованисене тата ăратлă пушмак пăрусем (126 пуç) туянма В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕ “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе патшалăхран 8, 9 миллион ытла тенкĕ кредит илнĕ. Ăна ĕçе кĕртессишĕн тăрăшман мар. Халĕ уншăн ыр кураççĕ те.

Çĕнĕ меслетпе ĕçленин кăтартăвĕсемпе Венера Андреевна Васильева ертÿçĕ кăмăллă.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
25 апреля 2008
00:00
Поделиться
;