Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пурте çирĕп шутра

“Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕнче (эпир ку тăрăхра район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Ю. Д. Петровпа тата кунти В. Васильев тĕп агрономпа апрелĕн 17-мĕшĕнче пултăмăр), Б. Прохоров агроном пĕлтернĕ тăрăх, нумай çул ÿсекен курăксене — 700, кĕрхи çĕртме сухин лаптăкĕсене 600 гектар сÿреленĕ, тĕрĕсрех каласан, нÿрĕк тытассине вĕçленĕ, çуртрисем акма 150 гектар çĕр хатĕрленĕ. Кĕр калчисене — 77, нумай çул ÿсекен курăксене 70 гектар минераллă удобренисемпе апатлантарнă, кĕр калчисене 50 гектар пăсса акнă. 80 тонна вăрлăх имçамланă.

Борис Васильевичпа уйсене çитсе килтĕмĕр. Кÿлхĕрри бригадинче О. В. Иванов икĕ сеялкăллă агрегатпа тулă акма тухнă. Каток кăшт çĕмĕрĕлнĕрен юсав звени пулăшу пама ирех çитнĕ. Николай Егоров сварщик эпир пынă тĕле çав кăлтăка тÿрлетме те ĕлкĕрнĕ. Н. Спиридоновпа Н. Петров, Владиславпа Валерий Ивановсем, Ю. Егоров сеяльщиксемпе грузчиксем сеялка ещĕкĕсене вăрлăхпа минераллă удобрени тултарчĕç те Олег Вячеславович агрегата малалла уттарчĕ. Сăмах май, вăл кăçал 15-мĕш акана хутшăнать.

Çĕньял бригадинче Г. Фомин механизатор пĕр сеялкăллă агрегатпа тулăпа пĕрле люцернăпа ÿхлĕм курăкĕн вăррине акатчĕ.

— Ĕнер кăнтăрла иртсен акма тухрăмăр, — ĕç-пуçпа паллаштарма васкарĕ Г. Фомин. — Пĕр 12—13 гектар пулчĕ пулмалла…

Хуçалăхри сăнав комиссийĕн председателĕ Р. Г. Ильина та кунтах. Курăк вăррисемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрать иккен вăл, минераллă удобренисене те. Кашни бригадăнах çитет Рена Германовна. Вăт епле, пур çĕрте те çавăн пек пуласчĕ.

Сурăмхĕррисем те акма тухнă. Ку ĕçе икĕ сеялкăллă агрегатпа пурнăçлаççĕ. Ытти бригадăсенче те ака вăй илсе пырать.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
22 апреля 2008
00:00
Поделиться
;