Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ним усалли те туман имĕш

 

Вăхăт каç еннелле сулăнсан Красноармейски районĕнчи йĕркеллĕх хуралçисем ĕç кунне пĕтĕмлетме канашлăва пухăннă. Çак самантра дежурнăй чаçре телефон сасă панă: Еншик Чуллă ялĕнчи лавккана çаратма хăтланнă! Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ В. Рожков подполковник вырăна çийĕнчех оперативлă виçĕ ушкăн кăларса ярать. Тепĕр çур сехетрен ял çывăхĕнчи  аслă сул çинче милиционерсен куçĕ тĕлне çамрăксен ушкăнĕ  лекет.  Хăйсем  таçта васкани палăрнă. Чарăнма ыйтсан тавлашма пăхнă: "Нимĕн усалли те туман, уçăлса çÿретпĕр ..." Апла-и, капла-и,  пур пĕрех тытса чарнă  вĕсене. Кĕçех чĕлхисем те уçăлнă.

Киревсĕр ĕçе ушкăн тĕплĕн хатĕрленнĕ: сăнанă, тĕпченĕ. Суту-илÿ çурчĕ  тавра явăннине ял çыннисем пyp пĕp асăрханă. Пĕри тавap туянма та ĕлкĕрнĕ. Тепĕр кун вара хура маскăсем тăхăнса лавккана вирхĕнсе кĕнĕ. Сутуçă çакна ял ачисен ухмахла шÿчĕ  вырăнне хурса йышăннă. Анчах лешсен пĕртте шÿтлес кăмăл пулман - хĕрарăма темиçе хут çапнă. Пистолет курсан чăнлăх пачах урăхла иккенне туйса илнĕ, çапах та çухалса кайман: юнашар пулĕмре такамсем пуррине, хай пĕччен маррине кăтартас тĕллевпе темиçе çынна хыттăн ятран чĕннĕ . Унта кÿршисен 14 çулхи хĕрачи чăнахах та ларнă. Вăл пукан куçарнă сасса илтсен тапăнакансем тухса шăвăннă...

Тытса чарнă çамрăксенчен чи аслин кĕсйинче милиционерсем пистолетпа çĕçĕ  тупнă. Хăй вăхăтĕнче хĕрарăма пусмăрланăшăн тĕрме пăттине те çинĕ-ха вăл. 34 çула çитсен те ăс кĕмен ăна, 17 çулти икĕ  çамрăка вăрă ĕçне явăçтарнă. Кусем те милици куçĕ  умне  пĕр хут çеç мар лекнĕ, ятарлă шутра тăнă. Халĕ  пурне те саккун алли çирĕп пулнине туйтарĕç.

 



"Хыпар"
18 апреля 2008
00:00
Поделиться
;