Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ача-пăча кĕнекин эрни

Мартăн 24-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ача-пăча кĕнекин эрнине официаллă майпа уçрĕç. Районти ача-пăча библиотекин ертÿçи Л. Волкова зала пухăннисене Пĕтĕм Раççейри ача-пăча кĕнекин эрни пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ. Кăçалхи уява вырăссен паллă поэчĕ С. Михалков çуралнăранпа 95 çул çитнине халаллаççĕ. Праçникре Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулăн вĕренекенĕсем, Красноармейскинчи “Чебурашка”, “Колосок”, “Сеспель”, “Звездочка” сад-яслие çÿрекенсем сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Мала тухнисем парнесене тивĕçрĕç.

Ача-пăча кĕнекин эрни пуçланнă ятпа кунти вулавăша Сурăм вăрман хуçалăхĕн ертÿçи О. Тихонов вăрман хуçалăх тематикипе — 13, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ З. Петрова — 3, Ю. Романов (Красноармейски) 3 кĕнеке, Надежда Силпи сăвăç хăйĕн нумаях пулмасть тухнă сăвăсен кĕнекине парнеленĕ.

Парнесемшĕн ача-пăча вулавăш ĕçченĕсем чĕререн тав тăваççĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
27 марта 2008
00:00
Поделиться
;