Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Сывлăха упрар

Раççейре юлашки 10 çул хушшинче табак туса илесси тата унпа усă курасси палăрмаллах ÿснĕ. Акă, пĕлтĕр кашни çын пуçне 100 пачка сигарет туса кăларнă. Кунта тин çуралнă ача та кĕрет. Пирус-чĕлĕм ытларах мăкăрлантарнине пула, сывлăх хавшанипе çĕре кĕрекенсем те сахал мар. Арçынсен 65 проценчĕ, хĕрарăмсен 27 проценчĕ туртни паллă.

Çамрăксен йышĕнче те пирус-чĕлĕмпе туслă пулни пăшăрхантарать. Хĕрачи те, арçын ачи те çак утăма куç кĕретех тăвать. Пуçласа çăвара пирус-чĕлĕм хыпакан çын кайран мĕн пуласса та пĕлмест-çке. Паллах, сигаретăн тĕтĕм-сĕрĕм сиенĕ хăвăртах палăрмасть. Вунă çул иртсен сывлăш çулĕсем сиенленеççĕ. Бронхит, ÿпке шыççи палăрма пуçлать. Калаçу çыхăнăвĕ сиенленет. Çирĕм çултан онкологи чирĕсем пуçланаççĕ.

Кунне пĕр пачка сигарет туртакан çулталăкра 300 ренген тунă евĕр радиаци илет. Пĕр пирусра 4000 хими элеменчĕ хутăшĕ пур. Вĕсем организма сиен кÿреççĕ те ĕнтĕ. Никотин тыткăнĕнчен хăтăлма пулать. Çакăнта çирĕп шухăш-кăмăл, тĕллев тытни çеç кирлĕ. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене тухтăрсем пулăшма пултараççĕ. Кунта харпăр хăйĕн çирĕплĕхĕпе хăюлăхĕ çеç пултăр.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
24 марта 2008
00:00
Поделиться
;