Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Машинăпа трактор паркĕнче патшалăх техника тĕрĕслевне ирттересси çинчен

Чăваш Республикин патшалăх технадзор инспекцийĕн ертÿçи В. П. Димитриев кăçалхи февралĕн 26-мĕшĕнчи “2008 çулта тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕрпе строительствăри тата ытти машинăсене, вĕсен прицепĕсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси çинчен” 27-ОД номерлĕ хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса августăн 31-мĕшĕччен районти хуçалăхсенче тата уйрăм çынсен патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕнче регистрациленĕ тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсен, вĕсен прицепĕсен патшалăх техника тĕрĕслевĕ иртет.

Унăн тĕллевĕ — мĕн пур техникăн юсавлăхне тĕрĕслесси тата çынсен пурнăçĕпе сывлăхне, çут çанталăк илемне упрасси.

Палăртнă тăрăх, уйрăм çынсен техникин тĕрĕслевĕ витĕр тухасси мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен пырĕ.

Патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕ район администрацийĕн çуртĕнче 110-мĕш пÿлĕмре вырнаçнă. Райхаçатăн паянхи номерĕнче пичетленекен график тăрăх, харпăр хăй техникине тĕрĕслев витĕр кăларас текенсен, 10 сехет тĕлне, хăйсен хуçалăхĕнчи машинăпа трактор паркне пымалла.

Çыннăн пĕрле харпăр хăй паспорчĕ, тракторист-машинист удостоверенийĕ, медицина справки тата трактора регистрациленĕ документсем: паспорт тата свидетельство пулмалла.

Техника тĕрĕслевĕ хуçалăхсенче виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ — тракторсемпе прицепсем (графикпе), иккĕмĕшĕ — выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлекен хăй тĕллĕн çÿрекен техника (июнь), виççĕмĕшĕ — тырă вырмалли комбайнсем (июль).

Асăрхаттарни: иккĕмĕшпе виççĕмĕш тапхăрти техника тĕрĕслевĕн графикĕсем каярахпа пичетленĕç.

Трактористпа пĕрле тракторист-машинист удостоверенийĕ, техникăна унччен регистрациленине çирĕплетекен свидетельство, медицина справки пулмалла.

Хуçалăх представителĕн техникăн паспортне, механизаторсен списокне, тĕрĕслев витĕр тухнине çирĕплетекен документа (платежное поручение) хатĕрлемелле.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
21 марта 2008
00:00
Поделиться
;