Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Паллашăр: ЧР Президент стипендиачĕсем

ЧР Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Енри çамрăксене пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн стипенди парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Вĕренÿре, наукăпа пултарулăхра, производствăра тата ытти ĕç-хĕлре курăмлă çитĕнÿсем тунă яш-кĕрĕм çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 1500 тенкĕ илсе тăрĕ. Пирĕн районтан ку чыса çаксем тивĕçнĕ:

Татьяна Георгиевна АНДРЕЕВА, Алексей Владиславович ВАСИЛЬЕВ — иккĕшĕ те Красноармейскинчи 2-мĕш №-лĕ шкулта вĕренекенсем.

Алла Николаевна ВАСИЛЬЕВА — “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи выльăх-чĕрлĕх пăхакан.

Александр Валериевич ВЛАДИМИРОВ — тулли мар яваплă “Прогресс” пĕрлешÿ механизаторĕ.

Татьяна Николаевна ЕФРЕМОВА — “Заволжский” клубăн илемлĕх ертÿçи.

Марина Сергеевна ПЕТРОВА — “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн корректорĕ.

Анастасия Александровна ПОРФИРЬЕВА, Марина Ивановна СТЕПАНОВА — иккĕшĕ те Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче вĕренекенсем.

Анастасия Анатольевна СМИРНОВА — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн тĕп бухгалтерĕн çумĕ.

Николай Вячеславович ЯКОВЛЕВ — тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿ механизаторĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
15 февраля 2008
00:00
Поделиться
;