Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕрпе тĕрĕс усă курар

2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн çĕр фончĕ 45633 гектар шутланнă. Унăн чи пысăк пайĕ, 36312 гектар (80%) — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем, çав шутра сухалакан çĕрсем — 28158, кĕтÿ кĕтмелли вырăнсем — 4427, утă çулмаллисем — 670, нумай çул ÿсекен йывăç-курăксем 197 гектар.

Ял тăрăхĕсен çĕрĕсем — 4778 (10, 5 %), килти хушма хуçалăхсен çĕрĕсем — 2867, промышленноçпа транспорт, çыхăну тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мар çĕрсем — 642 гектар (1, 4%), вăрман фончĕн çĕрĕсем — 3901 гектар.

Раççей куçми пурлăхĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн районсем хушшинчи 5-мĕш №-лĕ пайĕнче çĕрпе усă курнине, сыхланине патшалăх енчен тĕрĕслекен должноçри пĕр çын пулнă. Виççĕмĕш суйлаври район депутачĕсен 2004 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ Пухăвĕн 23-мĕш ларăвĕнче “Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕнче муниципаллă çĕрсен тĕрĕслевĕ çинчен Положени” йышăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2004 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе муниципаллă çĕрсене тĕрĕслесе тăрассине район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн специалисчĕ çине хунă. Кашни ял тăрăхĕнчех çĕр енĕпе ĕçлекен специалистсем пур. Анчах çулталăк тăршшĕпе тĕп патшалăх инспекторĕ патне вĕсенчен çĕр саккунне пăснине тупса палăртни пирки çырнă пĕр акт та пырса кĕмен.

Отчетлă тапхăрта Раççей куçми пурлăхĕн Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 5-мĕш №-лĕ пайĕ çĕрпе усă курни, сыхлани, çĕр саккунне пăхăнни пирки 94 тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕрлĕ категорири çĕр хуçисемпе çĕрпе усă куракансен çĕр лаптăкĕсене, 33456, 4972 гектар е вăл районти çĕр фончĕн 73 проценчĕ пулать, тĕрĕсленĕ. Комплекслă тĕрĕслевсене район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе строительство пайĕн, ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен районти станци ĕçченĕсемпе ”Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн сотрудникĕсене явăçтарнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тĕрĕс мар усă курнине тупса палăртас тĕллевпе пĕрлехи комиссисем йĕркеленĕ. Пĕрлехи 13 тĕрĕслевре 19330, 73 гектар çĕре тĕрĕсленĕ, хамăр тĕллĕн 11875 гектар ял хуçалăх çĕрĕсене тĕрĕсленĕ.

Иртнĕ çул 21, 7925 гектар çинче йĕркене пăснă 51 тĕслĕхе тупса палăртса 51 предписани панă, 51 протокол çырса 27, 5 пин тенкĕ штраф шыраса илмелле тунă. Çавăн пекех бюджета 2006 çулхи штрафсем 7 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. 21, 7925 гектар çинче çĕр саккунне пăснă 51 тĕслĕхĕ те çĕр лаптăкĕсене хăйсен ирĕкĕпе ярса илнипе е правона палăртакан документсемсĕр çĕрпе усă курнипе çыхăннă.

Ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курнине тĕрĕслени иртнĕ çул çĕрсемпе усă курасси лайăхланнине тата ял хуçалăх çаврăнăшне явăçтаракан (кĕртекен) лаптăксен калăпăшĕ ÿснине кăтартать. Пĕлтĕр район территорийĕнче 25 тĕрĕслевре 31206 гектар çĕрпе, çав шутран 23608 гектарĕ сухалакан çĕрсем, усă курнине тĕрĕсленĕ. Малтанхи çулсенче çĕрпе усă курманнине çуркуннехи тĕрĕслевсем вăхă-тĕнче тупса палăртнă пулсан, пĕлтĕр, çав çĕрсем çинче кĕтÿ çÿретнине шута илсен, патшалăх инспекторĕсем ял хуçалăх производствинче усă курман çĕрсене тупса палăртман. Çÿлерех асăннă çитменлĕхсенчен те тепĕр тĕрĕслевччен хăтăлнă.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
15 февраля 2008
00:00
Поделиться
;