Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ватăсемпе черетлĕ тĕл пулу

Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Карайри ватă тата сусăрланнă çынсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче, Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн “Ырă ĕçсен çулталăкĕ” Указне пурнăçласа, кунта пурăнакансемпе районти тĕп библиотека директорĕ С. А. Никитина ăшă тĕл пулу йĕркелерĕ. Светлана Александровна Трак енри библиотекарьсен ячĕпе ватăсене чăваш тата вырăс писателĕсен 80 ытла кĕнекине парнелерĕ.

Тĕл пулура Упири тĕслĕх вулавăш ертÿçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е. Константинова тухса калаçрĕ. Карай тăрăхне Елена Михайловна пуш алăпа килмен. Кунти тĕслĕх вулавăш çумĕнче йĕркеленĕ “Сурпан” фольклор ансамблĕ пуян концерт программи йĕркеленĕ. Тĕл пулура чăваш юррисем шăранчĕç, вырăнти авторсем хайланă сăвăсем янăрарĕç. Куракансем ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕн Н. Осиповăн, педагогика ĕçĕн ветеранĕсен Е. Николаевапа Р. Германова сăввисене тарават йышăнчĕç. Юлашкинчен Е. Константинова ансамбле çÿрекенсен ячĕпе ватăсене хăйсем ăсталанă кавир тата пылак çимĕçсем парнелерĕ, сăрапа, кукăльпе хăналарĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
05 февраля 2008
00:00
Поделиться
;