Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Иртнĕ çулхи кăтартусем

Районти шалти ĕçсен пайĕ преступленисене хирĕç кĕрешессипе 2007—2009 çулсем валли хатĕрленĕ комплекслă программăна пурнăçлать. Ку тĕлĕшпе вăл районта правона хÿтĕлекен тата ку тĕлĕшпе еплерех тăрăшнине контрольлекен органсемпе пĕрле таччăн çыхăнса ĕçлет.

Акă, 2007 çулта, тĕслĕхрен, районта 195 преступление регистрациленĕ. Унчченхи çул ку кăтарту 257-пе танлашнă. Пĕлтĕр вырăнсенче обществăлла йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсем малтанхи çулхинчен 24, 1 процент чухлĕ сахалланнă. Шута илнĕ тăрăх иртнĕ çул криминаллă милици тĕлĕшпе 66 преступление регистрациленĕ. 2006 çулта ку кăтарту 78 пулнă. Çавăн пекех обществăлла милици хăрушсăрлăхĕпе 129 преступление (2006 çулта — 179) регистрациленĕ. Пĕлтĕр уйрăмах йывăр мар преступленисене 116 тĕслĕх (59, 5 процент) шута илнĕ.

Профилактикăлла мероприятисене пурнăçланă май уйрăмах йывăр преступленисен шутне икĕ хутчен чакарма пултартăмăр. Ку хисеп пĕлтĕр — 3, унчченхи çул 6 тĕслĕх пулнă.

2007 çулта йывăр преступлени тăвасси, малтанхи çулхинчен 24, 3 процент чухлĕ пĕчĕкленчĕ. Мăшкăлланă тĕслĕхсем пулман. Çынна вĕлернĕ пĕр тĕслĕх вырăн тупнă. Уйрăм харпăрлăх пурлăхне çаратнă-вăрланă тĕслĕх 75 (97) регистрациленĕ. Хваттерсемпе выльăх-чĕрлĕх тата тĕслĕ металл çаратассипе, 2006 çулхипе илсен, цифрăсем сахалланнă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр тĕслĕ металл вăрланă 6 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, 2006 çулта ку кăтарту 22-пе танлашнă.

Шел пулин те, иртнĕ çул çынна ирĕксĕрлесе хăратса тунă преступленисен шучĕ — 4 (0), автомототранспортпа право йĕркине пăсса усă курнă 4 (1) тата кĕсье телефонĕсене вăрланă 14 (12) тĕслĕхе тупса палăртнă.

Мĕн пур преступленисенчен хăшĕ-пĕрне уçса парассипе çителĕксĕртерех ĕçленĕ. Иртнĕ çул уйрăмах йывăр преступленисене — 83, 3, йывăррисене — 77, 4 вăтаммисене — 55, 8 тата йывăрах маррисене 81, 8 процентшар чухлĕ уçса панă.

Хальлĕхе ют пурлăха çаратнă, кĕсье телефонĕсемпе тĕслĕ металл вăрланă тĕслĕхсене уçса парассипе ытларах çине тăмалла. Иртнĕ çул районта декабрь уйăхĕнче çул-йĕр çинче çул-йĕр правилисене пăснипе пулнă пĕр тĕслĕхе регистрациленĕ. Пĕтĕмпе 2007 çулта çул-йĕр çинче, тĕрлĕрен сăлтавсене пула, 16 хутчен йĕркене пăснипе тĕслĕхсем пулнă. Вĕсенче сурансене пула 9 çын вилнĕ, 22-ĕн сусăрланнă.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
01 февраля 2008
00:00
Поделиться
;