Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе

Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче вĕрентĕвĕн çĕнĕ, паянхи пурнăç ыйтакан технологине ĕçе кĕртессине мала хураççĕ. Республикăри тата районти халăха вĕрентес ĕç органĕсен “Вĕрентÿ тытăмне информатизацилес” программине пурнăçласа, кунта 2003 çултанпах çак енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ, компьютер технологийĕ тĕп вырăнта.

Çакна пĕлтерни вырăнлă: гимназире кунашкал уроксем ирттерме майсем çителĕклĕ. Шкулта пурĕ 44 компьютер, урăхла каласан, кашни вунă вĕренекене пĕр компьютер тивет. Вун пилĕк учителĕн ĕç вырăнне автоматизацилесе интернетпа тÿрремĕнех çыхăнтарни урокра унпа анлăн усă курма май парать. Акă, педагогсенчен кашниех компьютерпа усă курать, вĕсенчен 86 проценчĕн çĕнĕ технологие алла илни çинчен çирĕплетекен свидетельство пур. Кăçалтан пуçласа Jiet-шкул программа вăя кĕре пуçларĕ. Вăл килĕштерсе ĕçлекен 4 ушкăна пĕрлештерет: администраторсемпе педагогсене, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене. Электронлă журналпа дневник çине пĕрремĕш паллăсем çырăнма пуçларĕç ĕнтĕ. Кашни учительпе вĕренекенĕн, ашшĕ-амăшĕн шкул ĕçне-хĕлне йĕркелеме тата унпа интересленме хăйĕн уйрăм пароль пулать. Нарăс уйăхĕнче килти компьютерсене “Волготелеком” компани урлă серверпа çыхăнтарсан, ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачи мĕнле вĕреннипе кулленех паллашма пултарĕ.

Ырă йăла-йĕркене тытса пынине шута илсе, гимназире педагогсен январьти форумне ирттерме шанни пирĕн коллектива савăнтарчĕ. Ахаль мар ĕнтĕ мастер-класс ирттернĕ вунă çынран саккăрăшĕ — кил хуçисем. Гимназири 2—11-мĕш классенче пĕлÿ паракан А. М. Леонтьева, З. К. Ласкеева, М. А. Филимонов, Н. В. Кривошеев, Ю. Е. Кузьмина, И. Г. Шорникова, А. З. Трофимов, З. Ф. Григорьева педагогсем хăйсен темине кашниех тĕрлĕ мелпе лайăх уçса пачĕç. Компьютер технологийĕпе усă курса йĕркеленĕ кăтартуллă уçă уроксенче ачасен хастарлăхĕ, яланхи методикăпа танлаштарсан, палăрмаллах ÿсни сисĕнет. Мастер-класс йĕркеленĕ кашни уроках çÿллĕ шайра иртрĕ. Ачасен пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен интереслĕ проекчĕсене хÿтĕлерĕç, интернетран илнĕ видеороликсемпе, электронлă учебниксемпе усă курчĕç, фоторепортажсем йĕркелерĕç тата ытти формăсемпе усă курчĕç.

“Вĕрентекен медиатеки методика пурлăхĕ е пултарулăх лабораторийĕ?” темăпа иртнĕ çавра сĕтел хушшинчи туслă пуплевре те çĕнĕлĕхсем пирки калаçрĕç. Вĕрентÿ ресурсĕсене (ЦОР) шута илни методика тĕлĕшĕнчен вĕсене кирлĕ пек йĕркелеме пулăшать. Автор хатĕрĕсене, интернетран илнĕ материалсене, вĕсен адресĕсене кăтартни медиатекăпа тата вĕрентÿре кирлĕ ытти документсене хăвăрт шыраса тупма пулăшать.

"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
25 января 2008
00:00
Поделиться
;