Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Мĕнпе асра юлчĕ? Мĕн кĕтетпĕр?

Çĕнĕ çул çитнĕ май çынсене икĕ ыйту патăмăр: "Сысна çулĕ" мĕнпе асра юлчĕ?", "Йĕке хÿре çулĕнчен мĕн кĕтетпĕр"? Акă еплерех хуравсем илтĕмĕр вĕсем çине.

М. ВАСИЛЬЕВ,

район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп экономисчĕ:

— Михаил Васильевич, Эсир ял хуçалăхĕнче чылайранпа ĕçлетĕр. Сирĕншĕн 2007 çул мĕнпе асра юлчĕ?

— Тÿрех каламалла, тĕпрен илсен, лайăххипе. Халĕ фермăсене çĕнетмесĕр, вĕсенчи ĕç условийĕсене лайăхлатмасăр тата сĕт туса илес çĕрте çĕнĕ технологисем çине куçмасăр ÿсĕмлĕ ĕçлеме май çук. Ялсенче ĕç вăйĕ чакса пыни чылай процессене механизацилеме хистет. Çакна хăш-пĕр хуçалăхсен, “Караевопа” “Волит”, “Красное Сормово” тата В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕсен, ертÿçисем ăнланса илчĕç. Вĕсем, “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕн “Выльăх-чĕрлĕхе хăвăрттăн аталантарасси” çул-йĕрĕпе усă курса, сахалтан та тепĕр 10—15 çул хушши йĕркеллĕ ĕçлесе пыма майсем тупрĕç.

Районти 22 хуçалăхран 20-шĕ 2007 ял хуçалăх çулне тупăшпа вĕçлерĕ, унăн пĕтĕмĕшле хисепĕ 18 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Çапла вара вĕсен экономики кăшт çирĕпленчĕ. Реструктуризацине лекнĕ 10 хуçалăхран пурте парăмсене вăхăтра татса пыраççĕ.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе палăртнă цифрăсем çине район аш-какайпа тата сĕтпе йĕркеллех тухрĕ.

Районта ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем ăнăçлă ĕçлесе кайни савăнтарать. Вĕсем сĕт сутса халăха 5 миллион тенкĕне яхăн укçа ĕçлесе илме пулăшрĕç.

— Михаил Васильевич, 2008 çула мĕнле шанăçпа кĕтĕмĕр-ха?

— Декабрьти ÿсĕмлĕхе сыхласа хăварсан, Çĕнĕ çулта сĕт туса илесси ăнăçлах пулса пымалла. 2007 çулта, 2006 çулхипе танлаштарсан, ĕне выльăхсемпе сыснасен пĕтĕмĕшле ÿт хушаслăхĕн чĕрĕ виçи 200 тонна ытларах пулнă, вăл 2 уйăх аш-какай сутмалли саппас туса хунипе танлашать. Ĕне выльăхсемпе сыснасен хисепĕ ÿснĕ.

Сĕт туса илессине ÿстерсе пырас тесен ку продукципе ĕçлекен хуçалăхсен, ун пеккисем районта тепĕр 3—4 хуçалăх пур, “Караевопа” “Волит”, “Красное Сормовопа” В. Васильева ХФХ пек, выльăхсен витисене çĕнетсе сĕт туса илмелли йÿнĕрех технологине ĕçе кĕртмелле. Çакăнта “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе пĕр шикленмесĕр усă курни кирлĕ. Халĕ çăмăллăхлă кредитсене 10 çуллăха параççĕ вĕт.

Ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсен хисепне те ÿстермелле. Карай, Мăн Шетмĕ, Пикшик ял тăрăхĕсенче вĕсене йĕркелесен аван пулмалла. Ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас шутпа 2008 çулта районта “Кооперативсен союзне” туса хума палăртнă тата ытти те.

В. МИХАЙЛОВ,

райцентрти иккĕмĕш

вăтам шкул вĕрентекенĕ, аслă категориллĕ учитель:

— Сысна çулталăкĕ маншăн телейлĕ те ăнăçуллă килчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕр-шыври чи лайăх учительсен тупăшăвĕнче кĕрешрĕм, мĕнех калас, вăл ăнăçуллă пулчĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕçрĕм, çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Çакă вĕренекенсене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани пама, вĕсен тавра курăм шайне ÿстерме пысăк хавхалану çуратать те. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче эпĕ пĕлÿ паракан предметсемпе (вĕсен шутĕнче чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен культури, право, экономика, предприниматель ĕçĕ, обществознани) шкулти 13 вĕренекен район шайĕнче иртнĕ тĕрлĕрен олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Вĕренекенсемпе, хамăр тавракурăма анлăлатас тĕлĕшпе малалла ĕçлетпĕр. Хамăн мăшăрăмпа (сăмах май З. П. Михайлова çак шкултах ачасене чылай çул ĕнтĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, РФ Президенчĕн 2006 çулхи преми лауреачĕ) иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене тăван чĕлхен ăшшине парас, ăна юратма вĕрентес тĕллевпе 10-мĕш классем валли “Çамрăк ăсчах” проект туса хатĕрлерĕмĕр. Вăл хальлĕхе республикăра та пĕрре çеç. Трак енре ку енĕпе вĕренекенсем хушшинче çивĕч конкурс-тупăшу ирттертĕмĕр. Унта Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи Таня Степанова (10-мĕш класс) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче асăннă проектпа (11-мĕш классем валли) малалла ĕçлесшĕн.

Ку таранччен мăшăрăмпа ЧР Вĕрентÿ министерстви, ЧР Вĕрентÿ институчĕ урлă 16 кĕнеке кăларма пултартăмăр. Иртсе каякан çулта шкулсенчи вуннăмĕшсем валли экономика предмечĕпе вĕренÿ пособийĕ çырса пичетлесе кăлартăмăр, халĕ вун пĕрмĕшсем валли хатĕрлетпĕр.

Çемьере те ырă улшăнусем пулчĕç. Алина хĕрĕм перекет банкĕн районти тытăмĕнче ĕçлетчĕ, юрату хăвачĕ тĕп хуланалла хăваларĕ пулас. Анфиса ЧПУн медицина факультечĕн VI курсĕнче вĕренет. Алеша тăван шкулăн 7-мĕш класне çÿрет.

Малашлăхпа пурăнатпăр. Красноармейскин хĕвеланăç пайĕнче çĕнĕ çурт çĕклетпĕр. Газ, çутă туса пачĕç. Çитес вăхăтра ăна пурăнмалла тăвасшăн.

В. ШЕСТАКОВ,

Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

Сысна çулталăкĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Тараватлăн Йĕке хÿре çулĕ аллине пачĕ. Иртсе кайнă çул Красноармейски ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те ăнăçуллă çулталăк пулчĕ теесшĕн.

Паян пирĕн тăрăхри 14 ялта 6 пине яхăн çын пурăнать. Халăх йышĕпе те, çĕр лаптăкĕпе те ял тăрăхĕсенчен чи пысăкки вăл. Иртнĕ çул ял тăрăхĕнче 20 ытла çамрăк çемье пĕрлешрĕ, çут тĕнчене 60 ытла пепке килчĕ.

Юлашки çулсенче Красноармейски ялĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Пĕлтĕр, авă, тулли мар яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿ ĕçченĕсем район центрĕн тĕп урамне çатма евĕр тип-тикĕс çул сарса пачĕç, бордюрсем вырнаçтарчĕç. “Регионстрой” пĕрлешÿ строителĕсем вара Г. Степанов урамĕнче 3 хутлă, 12 хваттерлĕ çĕнĕ çурт хута ячĕç. Халĕ вара строительсем Ленин урамĕнчи 33-мĕш тата Васильев урамĕнчи 8 çурт хушшинчи лаптăкра вăй хураççĕ. Кунта та çĕнĕ çурт пулмалла.

Ял çыннисем ыйтнипе Васнарта, Кайри Карăкра, Крентейкассинче, Кивĕ Йĕкĕтре пĕвесене юсанă, тирпей-илем кĕртнĕ. Вутланта, Хусакассинче, Васнарта çăлсене юсанă, икĕ çĕрте тимĕр-бетон ункăсене улăштарнă, Крентейкассинче шыв башни патĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Иртсе кайнă çулта ял тăрăхĕнчи масарсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе чылай ĕç тунă, çуркуннехи тата кĕркуннехи йывăç лартмалли уйăхсенче 3 пин ытла чăрăшпа хыр, ытти тĕмсем лартса хăварнă. Райцентрти Шетмĕ шывĕ хĕрринчи пасарта выльăх-чĕрлĕх сутма ятарлă вырăн уйăрнă, йĕпе-сапара çынсене тăма ятарлă виткĕчлĕ вырăн тăвасшăн.

Тĕллевсем пĕчĕк мар. ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине васкавлăн вĕçлемелли мерăсем çинчен” Указне пурнăçласа кăçал пирĕн чылай тăрăшма тивет. Халĕ ял тăрăхĕнчи 14 ялтан 7-шне кăна хытă сийлĕ çулсем çитеççĕ. Мĕнех, кăçал пурте пĕр тĕллевпе ĕçлесен, палăртнине пурнăçлатпăрах.

О. ВАСИЛЬЕВА,

“Регионстрой” пĕрлешÿ

прорабĕ:

— Ĕçпе илсен, ытти чухнехи пекех, пĕр обăект — Г. Степанов урамĕнчи 12 хваттерлĕ çурта — хута ятăмăр. Лайăх коллектив чăмăртанчĕ пирĕн, туслă ĕçлесе пурăнатпăр. Красноармейскинче 8-мĕш çурт çĕклетпĕр ĕнтĕ.

Кĕçĕн ывăл, Иван, кăçал Чулхулари архитектурăпа строительство университетне вĕренме кĕчĕ. Кунпа пĕрлех Шупашкарти проект институтне ĕçлеме вырнаçрĕ, халĕ унта инженер-конструкторта вăй хурать. Асли — Павел — налук инспекцийĕнче юрист. Вăл çемьеллĕ. Мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнни — маншăн пысăк телей. Мăнукăм куç умĕнчех ÿссе пыни те чăн-чăн савăнăç.

Мăшăрăм, Володя, çĕре кĕни 9 çул çитрĕ. Кăçал унăн РАО ЕЭС акцийĕсем тупăнчĕç, 16149 акци. 8 çул хушшинче дивидендсем самаях пухăннă. Йывăр вăхăтра ку маншăн çăлăнăç евĕрех. Иртнĕ çул пирĕн çемьешĕн пысăк хуйхăна та палăрса юлчĕ, аннене çухатрăмăр.

Йĕке хÿре çулĕнче ырри ытларах пуласса шанатпăр. Халь çĕклекен 12 хваттерлĕ çурта вăхăтра ĕçе кĕртесшĕн. Унта аслă ывăла хваттер илсе парасшăн.

И. ДМИТРИЕВ,

“Автопошив” пĕрлешÿ директорĕ:

— Игорь Валерьевич, Сысна çулĕ сирĕншĕн мĕнпе асра юлчĕ?

— Лайăххипе тесшĕн. 2007 çулта икĕ çĕнĕ цех уçнă. Çавна май хушма ĕç вырăнĕсем туса хунă. 2006 çулхи май уйăхĕнче пирĕн коллектив 15 çынна пĕрлештерсе тăнă пулсан, халĕ ку хисеп хĕрĕхрен иртрĕ. Продукци туса илесси те самаях ÿснĕ. Çакăнта тĕп заказчикăн, Ульяновскри автомобильсем туса кăларакан заводăн, тÿпи сумлă тесшĕн.

Хушма ĕç вырăнĕсем туса хурас тĕлĕшпе малалла ĕçлетпĕр. Иккĕмĕш хутра халĕ ку тĕлĕшпе ĕçсем пыраççĕ те.

Унччен пирĕн заказсем тивĕçсех пыман, халĕ Ульяновскри автозавод заказсем парса тултарчĕ, туса парса ĕлкĕр çеç. Çынсем ĕçсĕр лармаççĕ паян. Тĕрĕсрех каласан, вĕсемпе çирĕп çыхăну йĕркеленчĕ.

Коллективра чылайранпа вăй хуракансем — Алексеева Галинăпа Козлова Людмила, Васильева Людмила çĕвĕçĕсем, Валентин Петров закройщик, Эльза Шестакова бухгалтер, Вера Егорова технолог — ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Кунпа пĕрлех пирĕн çамрăксем те сахалах мар.

Коллектив Çĕнĕ 2008 çула япăх мар кĕтсе илчĕ. Тентсемпе чехолсем тата ытти изделисем валли материалсем касмалли цехра çулленхи евĕрех эпир, елка лартса, коллективпа унта пухăнтăмăр, тĕрлĕ конкурссем ирттертĕмĕр, парнесем патăмăр тата ытти те. Ку мероприятие Ульяновскри заказчиксем те килчĕç пире саламлама.

— Игорь Валерьевич, Йĕкехÿре çулĕнчен мĕн кĕтетĕр-ха?

— Маларах асăнтăм ĕнтĕ, хушма ĕç вырăнĕсем туса хурасшăн, ĕç условийĕсене лайăхлатса пырасшăн, коллективра малалла та йĕркеллĕ те ÿсĕмлĕ ĕçлесе пырас шанăç çураласса кĕтетпĕр. Хамăр ĕçченсене пурнăçпа тата ĕçпе ытларах савăнма, хăйсене лăпкăрах тытма, сывлăхлă пулма, ыррине шанса пурăнма, телей те юрату сунатăп. Вĕсен ĕмĕт-тĕллевĕсем пурнăçа кĕрсех пыччăр.

Т. ИВАНОВА,

“Красное Сормово” хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ:

—Татьяна Николаевна, 2007 çул сирĕншĕн мĕнпе асра юлчĕ?

— Ĕне витине çĕнетсе унта выльăхсене кĕртсе янипе чи малтан, паллах. Дояркăсем савăннă, “ĕç çăмăлланчĕ” теççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, продуктивлăха ÿстернипе ĕнтĕ. 2006 çулта ĕне пуçне вăтамран 3077 килограмм сĕт суса илнĕ. 2007 çулта ку кăтартăва 4000 килограма çитерме палăртнăччĕ те, авă, 5 пине кăшт çеç çитеймерĕмĕр.

Килти хушма хуçалăхран сĕт нумай туянтăмăр. 2006 çулта ăна мартран пуçласа октябрьччен пуçтарнă пулсан, пĕлтĕр ку ĕç çулталăкĕпех пычĕ. Халĕ те сĕт йышăнатпăр эпир. Продукцишĕн укçине кашни уйăхрах йĕркеллĕ парса пынă май, çыннисем хаваспах параççĕ. Выльăх апачĕ ытлашшипех хатĕрленĕ, унăн пахалăхĕ те лайăх. Условнăй кашни выльăх пуçне 32, 7 центнер апат единици тивнĕ 2007 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне. Апат янтăлас çĕре ферма ĕçченĕсем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсене çакăнта, паллах, механизаторсем питĕ пысăк пулăшу кÿчĕç.

Кĕтĕве çĕнетсе тата ăратлăха лайăхлатса пырас тĕллевпе ăратлă 41 пăру, çав шутран 17-шне Элĕк районĕнчи “Новый путьрен”, тепĕр 24-шне Етĕрне районĕнчи “Заветы Ильичаран”, туянтăмăр. Хамăрăн, Çирĕклĕ ферминчен илсе аннă пăрусем те лайăх ÿтлĕ, вĕсенчен кашни 320 килограмран кая таймасть, ун пеккисем 67 пуç шутланаççĕ тата япăх мар аталанаççĕ.

— 2008 çултан вара мĕн кĕтетĕр-ха?

— Яланхиллех, ырри-лайăххине ĕнтĕ. Чăн та, кĕтсе ларнипе нимĕн те пулмĕ, уншăн хамăрăн ытларах вăй хумалла. Пушмак пăрусене ăнăçлă чуптарса кĕтĕве йĕркеллĕ кĕртесшĕн. Сумалли ĕнесен хисепне 200 пуçа çитересшĕн. Кунпа пĕрлех çитес хĕл валли апат ытларах тата пахалăхлăрах хатĕрлесшĕн. Ăна тутлăлантарса пама пирĕн ятарлă агрегат пур.

Хальхи вăхăтра ĕнесен рационĕ япăх теме çук: кашнин пуçне çăнăх — 3, салат пăтти — 5, утă — 5, сенаж 30 килограмм тивет. Тĕрĕссипе каласан, ĕнесен продуктивлăхне лайăхлатма условисем туса панă. Кадрсем енчен йывăрлăхсем çук. Ĕçсене пĕлсе йĕркелесе пырсан Йĕке хÿре çулĕ те япăх пулмалла мар пек.

В. ВАСИЛЬЕВ,

“Факел” футбол командин капитанĕ:

— 2007 çул пирĕн командăшăн ăнăçлă çул пулчĕ. Чи малтанах ку пĕрремĕш дивизионта футболла выляса çĕнтернипе ĕнтĕ. Çапла вара кăçал аслă дивизионта выляма ирĕк çĕнсе илтĕмĕр.

Иккĕмĕшĕнчен, пĕлтĕр эпир мини-футболла та пĕрремĕш дивизионта вылярăмăр. Пуçласа ку ушкăнра ăмăртрăмăр пулин те, виççĕмĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Тÿрех каламалла — япăх мар кăтарту.

Аслă дивизионта вылякан командăсен класĕ пысăк, кăна пытараймăн. Çавăнпа та Йĕке хÿре çулĕ пирĕншĕн çăмăлах пулмĕ. Апла пулсан лайăхрах выляса ку дивизионта тытăнса юлмалла, хамăр ята ямалла мар. Асăннă дивизионта выляс тесен çамрăксен команди те пулмалла. Пирĕн футболла выляма юратакан яшсем сахалах мар. Вĕсем — Трак ен пуласлăхĕ.

Мини-футболра та хамăр мĕн пултарнине кăтартма тăрăшмалла. Пĕлтĕр виççĕмĕш вырăн йышăнтăмăр пулсан, ку çул çÿлерехри картлашка çине хăпарма çине тăмалла. Апла-тăк çулталăкăн малтанхи кунĕсенчен пуçласах хамăр ăсталăха ÿстерес тĕллевпе тăрăшар, тренировкăсем ирттерер.

Юлашкинчен хамăр футболистсемпе пире лайăхрах выляма хавхалантарса тăракансене ырлăх-сывлăх сунатăп, аслă дивизионта та ăнăçлах выляма тăрăшар, яланах пĕр-пĕрне пулăшса пырар.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
11 января 2008
00:00
Поделиться
;