Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çитес çул ырă ĕçсен çулталăкĕ пулĕ

Декабрĕн 19-мĕшĕнче Трак енре “Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче сасăланин итогĕсем çинчен. Вырăнти хăй тытăмлăха малалла аталантармалли тата обществăлла хăй тытăмлăха йĕркелемелли ыйтусем” темăпа черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ.

Çавна май ĕç коллективĕсенче республикăри тата районти информаци ушкăнĕсемпе тĕл пулусем йĕркелерĕç. Райпон хĕрлĕ кĕтесĕнче иртнине (унта 52 çын пулчĕ), акă, район пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Н. И. Антонов, çавăн пекех республикăран килсе çитнĕ информушкăн пуçлă-хĕ, Куçман пурлăх обăекчĕсен кадастрĕн федераллă агентствин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи В. Г. Егоров, унăн пулăшаканĕ А. И. Иванов, ку управленин районсем хушшинчи 5-мĕш пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Г. Н. Никифорова, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ В. С. Григорьев хутшăнчĕç. Николай Илларионович, ав, райпо ĕçченĕсене декабрĕн 2-мĕшĕнчи суйлава хутшăннăшăн тав турĕ, çак активлăх Раççей Президенчĕн çитес çулхи мартăн 2-мĕшĕнче килекен суйлавĕнче татах та пысăкрах пуласса шанса тăнине пĕлтерчĕ. Вăл кунпа пĕрлех пухăннисене районта çулталăка ăнăçлă вĕçлес тĕ-лĕшпе пурнăçлакан ĕçсем пирки каласа пачĕ. “Красное Сормовăра”, сăмахран, çак кунсенчех Яманакри сĕт-çу фермине реконструкциленĕ (тĕпрен юса-нă) хыççăн (ку тĕллевпе 9 миллион ытла тенкĕ расхутлаççĕ) çĕнĕрен уçма пăхаççĕ. “Караевора” вара ферма ĕçченĕсем кĕçех компьютерсем вырнаçтарнă ĕнесем сумалли çĕнĕ залра вăй хума тытăнĕç (çакна валли пĕтĕмпе 22 миллион ытла тенкĕ уйăрнă). “Волит” пĕрлешÿпе Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнче те фермăсене реконструкцилес ĕçсем малалла пыраççĕ. “Çĕнĕ çулта ĕç коллективĕсен умĕнче çĕнĕ тĕллевсем тăраççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртесси çулталăкăн малтанхи кунĕсенченех ăнăçлă старт илнинчен нумай килет”, терĕ Н. И. Антонов, пухăннисене çывхаракан Çĕнĕ 2008 çул ячĕпе саламланă тата потребкоопераци ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене упраса аталантарма ырлăх-сывлăхпа вăй-хăват суннă май.

В. Г. Егоровпа В. С. Григорьев та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темипе тухса каларĕç, çавăн пекех Чăваш Ен Президенчĕ муниципаллă йĕркелÿсен кăçалхи декабрĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ II сăездĕнче тухса каланипе, Н. В. Федоров çав кунах йышăннă “Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен” 110-мĕш номерлĕ Указпа паллаштарчĕç. Валерий Григорьевич çĕр ресурсĕсемпе туллинрех усă курассипе çыхăннă ыйтусем тавра та калаçрĕ.

Райпо канашĕн председателĕ А. И. Дмитриева коллектив ячĕпе информушкăн членĕсене ăшшăн тав турĕ. Альбина Ильинична кунпа пĕрлех алкоголь тытакан суррогат шĕвекĕсемпе сутă тăвакансене хирĕç кĕрешмелли саккунсене вăйлатмалли çинче те чарăнса тăчĕ. “Çын пурнăçне кĕскетекенсемпе пурин те кĕрешÿ пуçармалла”, терĕ вăл.

* * *

Çав кунах ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ А. Н. Рыжов, Чăваш Енри профсоюз организацийĕн пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Г. М. Германова, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ С. Ф. Григорьев, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ Н. И. Васильев тата профсоюзсен районти координаци канашĕн председателĕ Г. И. Николаева сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнче вăй хуракансемпе курнăçрĕç. Тĕл пулăва 100 çынна яхăн хутшăнчĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
25 декабря 2007
00:00
Поделиться
;