Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Семинар-канашлура ултă район специалисчĕсем

Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пирĕн район администрацийĕн ларусен залĕнче Шупашкар, Вăрмар, Çĕрпÿ, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри тата Красноармейски районĕсенчи агропромышленность комплексĕнчи предприятисен бухгалтерĕсемпе экономика службисен семинар-канашлăвне йĕркелерĕ. Унта пурĕ 100 ытла специалист хутшăнчĕ. Вĕсене семинар-канашлăва уçнă чухне пирĕн район пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Н. И. Антонов ăшшăн саламларĕ, Трак ен аграрийĕсем “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе ирттерекен ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Семинар-канашлура “Бухгалтери учечĕн ыйтăвĕсемпе йышăннă çĕнĕ документсем”, “АПК организацийĕсенче çулталăк отчечĕн йышĕ тата çырса хатĕрлемелли йĕрке”, “Статистика отчечĕпе производствăпа финанс планĕсене тăратмалли йĕрке” тата “АПК организацийĕсенче налук хумалли тытăма çĕнетсе пыни” темăсене тишкерчĕç. Вĕсемпе пухăннисен умĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем — бухгалтери учечĕпе ревизи ĕçĕн пайĕн начальникĕ С. В. Антонова, унăн çумĕ И. В. Куракина, экономика тишкерĕвĕ тата прогноз пайĕн консультанчĕ Л. И. Соколова, çавăн пекех Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн специалисчĕсем тухса каларĕç, ыйтусене хуравларĕç.

Районсенчен пуçтарăннă бухгалтерсемпе экономистсем ку евĕр семинар-канашлусем хăйсене кулленхи ĕçре пысăк усă кÿнине палăртрĕç.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
18 декабря 2007
00:00
Поделиться
;