Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Красноармейскисен продукцине хуласенче ырлаççĕ

Чăннипех çапла. Кун пирки Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти апат-çимĕç магазинĕсенче пулса курнă темиçе çынран та илтме тÿр килчĕ. Анчахрах Красноармейскинчи сĕт-çу завочĕн продукцийĕ: хăймапа кефир, ряженкапа сĕт, çупа тăпăрчă райпо магазинĕсене те çитрĕ. Çынсем каланă тăрăх, ку çимĕçсен пахалăхĕ ытти çĕртен кÿрсе килнисенчен чылай лайăхрах. Темиçе çул каялла, директорта И.Ефимов ĕçленĕ вăхăтрах кунта кунашкал продукцисене кăларатчĕç. Анчах каярах ертÿçĕ улшăннă май, ку ĕç чарăнса ларчĕ. Красноармейски сĕт-çу завочĕн хăватне ÿстерес тĕлĕшпе юлашки çулсенче сахал мар ĕç пурнăçланă. А.Г. Лысенко генеральнăй директор пĕлтернĕ тăрăх, 3, 5 миллион тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем пурнăçланă, çĕнĕ оборудовани туянса вырнаçтарса лартнă. Халĕ кунта талăкра 30 тонна таран сĕт йышăнса тирпейлеме пултараççĕ. Анчах çавăн пек хăватпа ĕçлеме паян сĕт кирлĕ чухлĕ пымасть.

Декабрĕн 8-мĕшĕнче районти хуçалăхсен тата ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсен ертÿçисем асăннă заводри цехсене кĕрсе курса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, продукцие астивсе пăхрĕç, пысăк хак пачĕç. Александр Григорьевич каланă тăрăх, унччен вĕсем Мускавпа ĕçленĕ, халь çав çыхăнăва пăрахăçланă тата малашне хăйсен продукцине Чăваш Енре çеç вырнаçтарма тĕв тунă. Çавăнпа та вăл районти хуçалăхсемпе ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсен ертÿçисене Красноармейски сĕт-çу завочĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме ыйтрĕ, сĕтшĕн тÿлевне вăхăтра татса пыма пулчĕ. Виçĕ сехет ытла çак ыйтупа дискусси пычĕ. Ытларахăшĕ çитес вăхăтра харпăр хăй хуçалăхĕн сĕтне кунта ăсатма пулчĕ. Çапла туни Красноармейски сĕт-çу заводне тухăçлăрах ĕçлесе тупăш илме, район бюджетне ытларах укçа-тенкĕ илсе кĕме май парĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю.Петров йĕркелесе пычĕ тата Трак ен территорийĕнче туса илнĕ сĕте хамăр районти сĕт-çу заводнех ăсатмаллине пĕлтерчĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
11 декабря 2007
00:00
Поделиться
;