Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кооператив институчĕн Уçă алăксен кунĕ — Трак гимназире

Трак чăваш-нимĕç гимназире Шупашкарти кооператив институчĕн Уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Гимназистсемпе тĕл пулма институт ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. В. Андреев, преподавательсемпе студентсен ушкăнĕ килсе çитнĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕн презентацийĕ пулнă малтанах, унта Валерий Витальевичпа кафедрăсен заведующийĕсем институт пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, студентсем вара хăйсен юрă-ташăри ăсталăхĕпе савăнтарнă.

Уçă алăксен кунне район пуçлăхĕ С. А. Николаев та хутшăннă. Икĕ ен пирĕн районти шкулсенчен ку вĕренÿ çулĕнче пĕлÿ илсе тухакансемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ килĕшÿ тунă, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕсем валли асăннă института вĕренме кĕмелли хатĕрленÿ курсĕ уçма йышăннă. Унта 11-мĕш классенчи пур вĕренекен те çырăнма пултарать.

 


"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
30 октября 2007
00:00
Поделиться
;