Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ял çынни тав тăвать

Юлашки çулсенче пирĕн Еншик Чуллă ял тăрăхĕнче те Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров палăртнă Программăсем ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Акă, 2004 çулта килсене çут çанталăк газĕ илсе пырасси вĕçленчĕ. Халĕ çак ырлăхпа нумайăшĕ усă курать.

Пирĕн тăрăхах çак кунсенче çеç-ха тепĕр савăнăç килсе çитрĕ. Санькасси ялне каякан асфальт çула туса пĕтерчĕç. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма республика пуçлăхĕ хăй килни ял çыннисен чун-чĕрине татах та ырăлăх кÿчĕ. Калама çук пысăк савăнăçа Чăваш Еншĕн ырми-канми вăй хуракан Президентăмăрпа пĕрле пайлама май килнĕшĕн пурте пĕрле хĕпĕртерĕмĕр.

Тĕрĕссипе, ку çула 1998 çултах тума пуçăннă-ха. Çав вăхăтсенелле вăрман хушшипе кĕрсе тухма май çук пылчăк çăрăлнă вырăнта 800 метр тăршшĕ асфальт сарчĕç. Пĕлтĕрпе кăçал вара район администрацийĕ тата подрядчиксем — тулли мар яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿ строителĕсем (ертÿçи — А. Н. Федоров) çине тăнипе тата 3 çухрăм тăршшĕ асфальт çул тăвассине вĕçлерĕç.

Ку çула 15—20 çул маларах ĕçе кĕртнĕ пулсан, Еншик Чуллă ял тăрăхĕнчи ялсен, чи малтанах Санькассипе Пĕрремĕш Çĕньялăн шăпи урăхларах пулĕччĕ-и, тен? Çамрăксем те вĕсенче йышлăраххăн тĕпленнĕ пулĕччĕç. Иртнĕ вăхăта тавăрма, паллах, май çук. Çĕнĕ çул хута кайни çапах та ял çыннисен пурнăçне çăмăллатма тата лайăхлатма май парасса эпир пурте çирĕппĕн шанатпăр. Президент Программипе килĕшÿллĕнех кĕçех ял тăрăхĕнчи Пĕчĕк Супар, Кĕçĕн Чуллă, Вăрманкас, Шурка, Çурткасси тата Чумаш ялĕсене те асфальт сарнă çулсем çитĕç.

Çакăн пек çутă тĕллевсемпе ĕçлесе пынăшăн Еншик Чуллă ял тăрăхĕнче пурăнакансем, çав шутрах эпĕ те, Чăваш Республикин Президентне Н. В. Федорова, район администрацийĕпе унăн пуçлăхне С. А. Николаева пур кăмăлтан тав сăмахĕсем калатпăр, халăх ырлăхĕшĕн пыракан кулленхи пархатарлă ĕçре сулмаклă çĕнĕ утăмсем тума ырă сывлăх, телейпе ăнăçу сунатпăр.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
26 октября 2007
00:00
Поделиться
;