Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Хăвăрт утассине аталантарса

Спортзалра шăп. Линейкăна йĕркеленсе тăнă шкул ачисен пит-куçĕсем шĕл кăварăн çунаççĕ. Кăкăр тулли тĕрлĕ йышши медальсем çакнă Оксанăпа Эдикт Хайбуллинсене куç илмесĕр, ăмсанса сăнаççĕ вĕсем. Кунпа пĕрлех хăйсем лайăх пĕлекен-паллакан пĕр тăвансен наставникĕн, СССР тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн Г. Семеновăн кашни сăмахне ăса илесшĕн.

— Эдиктпа Оксана сирĕнтен аслах та мар, хăшĕ-пĕрисемпе танăш та. Вĕсенчен пĕри, Эдикт Англине çитсе килнĕ. Иккĕшĕ те Хура тинĕс хĕрринче темиçе хут та пулнă, унта дельфинсем ишнине пăхса сахал мар киленнĕ, Эльбрус тăвĕсене курнă тата ытти те.

Акă, кунта манăн тепĕр вĕренекен, Карайра çуралса ÿснĕ Анатолий Григорьев тăрать. Вăл — 50 километра утассипе СССР чемпионĕ. Унăн рекордне 17 çултан тин çĕнетме пултарчĕç. Вăл Мексикăра тата АПШра иртнĕ Тĕнче Кубокĕсене хутшăннă. Францире пĕр чарăнмасăр талăк утнă, пĕрре çеç мар унта çĕнтернĕ тата ытти вырăнсенче те пулнă. Çакă пĕтĕмпех спорта пула, — тесе пуçларĕ калаçăва Геннадий Семенович. — Сирĕн хушăра та талантлă та пултаруллă ачасем çук мар… Спортпа яланах туслă пулмалла, вăл пире сывлăхлă тăвать. Кунта ÿсĕмсем тăвас тесен, чи малтан хăвăра çĕнтерме вĕренмелле, унтан — кÿршĕне, кахалланмалла мар çеç…

Акă, пысăк спорта çĕмрен пек вирхĕнсе кĕнĕ Оксанăпа Эдиктăн пĕрремĕш наставникне, аслă категориллĕ тренера— Василий Петрова сăмах пачĕç. Василий Петрович, хăйне кунта лайăх пĕлнине шута илсе, ытлах калаçса тăмарĕ, тÿрех Хайбуллинсенчен аслине, Эдикта, калаçăва хутшăнтарчĕ. Çав хушăра хăйĕн вĕренекенĕн кăкри çинчи чи сумлă наградăна — Англире Европа кубокĕ — 2007-ре çĕнсе илнĕ ылтăн медале алла тытса “кун хакĕ те, йывăрăшĕ те пур. Ăна магазинсенче сутмаççĕ, ятарлă заказпа тата шутлă кăлараççĕ. Кун пеккине тивĕçме вара нумай тар юхтармалла”, асилтерчĕ шкул ачисене В. Петров тренер.

Э. Хайбуллин сăмахĕсенчен те çакă яр уççăн сисĕнчĕ. Г. Семенов ушкăнне çÿрекенсем ирпе 5 сехет те 20 минутра тăрса тренировкăна тухаççĕ, 6—8 километр утаççĕ. Унтан 7 çурăран пуçласа 8-ччен — ирхи апат. 10—12 сехетсенче — иккĕмĕш тренировка, хальхинче 10 километртан пуçласа 20 таранах утаççĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн тĕрлĕ предметсемпе 17 сехетчен занятисем пыраççĕ. Унтан виççĕмĕш тренировка, тепĕр 6—8 километр утмалла. 21 сехетре тренировкăсем бассейнра иртеççĕ. Каçхи 10 сехетре çывăрма выртаççĕ. Çапла куллен. Питĕ çирĕп дисциплина. Э. Хайбуллинăн тĕллевĕ — Раççейĕн февральте иртекен чемпионатĕнче палăрса, Тĕнче Кубокне хутшăнма ирĕк çĕнсе илесси.Эдикт ку училищĕне тăххăрмĕш класс хыççăн вĕренме кайнă. Халĕ вăл 2-мĕш курс студенчĕ. Кунтан вĕренсе тухма тепĕр икĕ çул кирлĕ.

Черетпе сăмах Оксана патне çитрĕ. “Училищĕре эпĕ 8-мĕш класс хыççăн вĕренме пуçланă, халĕ 10-мĕшĕнче вĕренетĕп. Иртнĕ çул спорт мастерĕн нормативне тултартăм. Умри тĕллев — тĕнче класлă спорт мастерĕн нормине тултарасси”, — кĕскен те уçăмлăн пĕлтерчĕ икĕ хут Еврази чемпионки.

Хура тинĕс хĕрне черетлĕ тренировкăсем ирттерме тухса каяс умĕн Хайбуллинсем тăван тăрăха çитсе курчĕç, ашшĕ-амăшĕ (вĕсем иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕри сĕт-çу ферминче вăй хураççĕ, пĕри — ĕнесем пăхать, тепри — сăвать. Ашшĕ пулмарĕ, вăл больницăна кайнă терĕç, амăшĕ — Вера Петровна пурччĕ) патне киле кĕрсе курчĕç. Адлерта вĕсем февраль уйăхĕчченех пулаççĕ-мĕн.

Тренировкăсен графикне çирĕп пăхăнса ĕçлени, çумра çакăнта ăслă, ачасен кăмăл-туйăмне ăнланма пĕлекен тата вĕсене тĕрĕс çулпа çирĕп утма пулăшакан çын — опытлă тренер Г. Семенов яланах пĕрле пулни Хайбуллинсене кĕске хушăрах спортра çавăн пек пысăк çитĕнÿ тума май панă. Эдиктпа Оксана хăйсем те питĕ тăрăшуллă, нумай ачаллă — вĕсен 10 ача — çемьере çуралса ÿснĕскерсем, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă, ĕçлеме ÿркенмеççĕ, спортра та çавăн пек çирĕп характерлă, хăйсем лартнă тĕллеврен пăрăнма шутламаççĕ тата нăйкăшмаççĕ. Кăна вĕсен тренерĕсем те палăртрĕç.

Тăрăшсан, харпăр хăйне çĕнтерме вĕренсен, кирек епле ĕçре те, спортпа çыхăннă-и вăл е ыттипе — кашниех хăйсене кăтартма пултарнине тĕл пулăва хутшăннă СССР чемпионĕ А. Григорьев, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксем енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Лебедев, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Андреева, Ф. Илларионова педагог та асилтерчĕç. Çакна Оксанăпа Эдикт Хайбуллинсен ырă тĕслĕхĕ яр уççăн çирĕплетет те. Чи малтанах ачасен пĕр-пĕрне юратма, пысăк идеалсемшĕн кĕрешме вĕренмелле çеç.

Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училище тренер-преподавателĕ Г. Семенов çав кун хăйĕн воспитанникĕсемпе Еншик Чуллăпа Карай шкулĕсенче те пулчĕ. Еншик Чуллăра Геннадий Семенович хăвăрт утакансен секцине çÿрекен ачасем мĕнле утнине тĕрĕслерĕ, вĕсен техникине лайăхлатма пулăшакан хăш-пĕр сĕнÿсем пачĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, тĕл пулусем пур çĕрте ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕç. Хăнасене вĕсенче ăшшăн йышăнчĕç. Кĕçĕн Шетмĕпе Еншик Чуллă тата Карай вăтам шкулĕсен директорĕсем А. Соловьевапа Т. Беззубова тата Р. Малинина пĕр тăван Оксанăпа Эдикт Хайбуллинсемпе, вĕсен тренерĕпе Г. Семеновпа мăнаçланни çинчен пĕлтерчĕç, вĕсене тав турĕç, çитес ăмăртусенче тăван шкулпа район, республикăпа çĕр-шыв чысне ăнăçлă хÿтĕлеме ырлăх-сывлăх сунчĕç.

“Районсенчен хăвăрт утассипе халĕ камсем малта” тесе ыйтни çине Геннадий Семенов Сĕнтĕрвăррисемпе Красноармейскисем тесе пĕлтерчĕ. Çак кĕрешÿре çапах та хăй Трак енсем çĕнтерессе шанни çинчен асилтерчĕ. Пирĕн районта спортăн ку енне вăй илтересшĕн. В. Петров тренер еншикчуллăсене хăвăрт утассин техникипе анчахрах паллаштарма пуçланă, А. Григорьев вара хăйĕн ăсталăхне мăншетмĕсене парать. Вĕсем — ăста тренерсем. Кăна хăйсен ĕçĕпе çирĕплетсех пыраççĕ. Апла пулсан асăннă шкулсенчен те кĕçех спортăн ку енĕпе палăрнисем тухасса шанса тăрар.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
25 октября 2007
00:00
Поделиться
;