Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пĕчĕк ял пысăк тĕнчепе çыхăнчĕ

 

 

Çак кунсенче республикăн тата тепĕр пĕчĕк ялне Красноармейски районĕнчи чи инçетри Санькассине асфальт çул çитрĕ. Вăл Пĕрремĕш Çĕньял, Еншик Чуллă, Шывпуç, Красноармейски, Çĕpnÿ çулĕсемпе Мускав –Чĕмпĕр аслă çул çине илсе тухать. Çапла вара Санькассисене пысăк тĕнчепе çыхăнтарать. Ку çула тума 2006 çулта тытăннă, 3,28 километр асфальт хывнă. Çавна валли республика бюджетĕнчен вăтăр миллион тенкĕ яхăн уйăрнă. Çĕнĕ çул уçнă ятпа ял çумĕнчи лапамра савăнăçлă митинг иртрĕ. Уяв ячĕпе ял çыннисене тата сул тунă çĕрте тăрăшнă «Воддорстрой» ООО ĕçченĕсене Чăваш Президенчĕ Николай Федоров ăшшăн салмаларĕ.

- Хальхи  вăхăтра эпир кашни кун Чăваш Республикинчи пĕр-икĕ яла аслă çулсемпе çыхăнтаратпăр, - терĕ вăл. – Çĕрпÿ тăрăхĕнчи пилĕк-ултă ял çитес эрнесенче пысăк çулсемпе çыхăнать. Чăваш ялĕсене пурнăç çулĕ çине тухма икĕ çул хушшинче тăхăр миллиард тенкĕ уйăрса паратпăр. Ун пек регион Раççей Федерацийĕнче ypăx çук. Паллах, эпир ытти регион пек газпа тата нефтьпе пуян мар. Анчах пирĕн çынсем, эсир пур. Пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса истори пĕлтерĕшлĕ пысăк ыйтусене татса пама пултаратпăр. Ку вăл пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн.

Президент чи малтанах ветерансене сума суса тав сăмахĕ каларĕ. Ялта çут çанталăк газĕ çунма тытăннă хыççăнах вĕсем валли çакăн пек паха çул пулчĕ.

Республика пуçлахĕ çакна палăртрĕ, çĕнĕ çула уçни ял экономикин инфратытăмĕшĕн чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Бизнесăн лайăх çулсем, газ, ĕçмелли

паха   шыв  пур çĕре   пымалла,  вара экономика тата çирĕпрех аталанать", терĕ вăл.

«Ял хуçалăхне пулăшатпăр» тесе хăлаçланни пушă сăмах çеç. Паян газсăр, çулсăр экономикăна çĕклеме çук.

Президент çакăн пек тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Кунти икĕ пĕчĕк ялта пурăнакансене пулăшма /Çĕньялпа Санькассинче 200 çынтан кăшт сахалрах/ республика бюджетĕнчен пĕр çулта кашни çын пуçне 150 пин тенкĕ ытла уйăрнă /алă çупаççĕ/. "Эсир бюджет укçине те, строительсен ĕçне те хакласса, çак çула упрасса çирĕп шанатăп", - терĕ Президент.

Республика пуçлăхĕ çул-йĕр тăвакансен ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Вĕсем строительствăра хальхи техникăпа, çĕнĕ технологипе усă кураçсĕ. Икĕ тракторĕ -Шупашкарти "Промтракторта" туса кăларнисем.

Санькасси çынни, вĕрентÿре нумай çул ĕçленĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Констан­тин Афанасьев ял çыннисен ячĕпе çакăн пек пысăк парнешĕн Президента тав турĕ. "Кун пек çул пирки пирĕн аттесем тахçанах ĕмĕтленнĕ, - терĕ вăл. - Эпир Николай Васильевича чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, пирĕн пĕчĕк ял тинех пысăк тĕнчепе çыхăнчĕ".

Район пуçлăхĕ Станислав Николаев пĕлтернĕ тăрах, "Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа Красноармейски районĕнче 28 яла çыхăнтарма тĕрлĕ çăл куçри укçа-тенкĕпе 42 километр автомобиль çулĕсем тăваççĕ.

Красноармейски салинче Николай Федоров "Таябинка" агрофирма ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Ку хуçалăх тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтерет, сысна ĕрчетет. Ĕçре çĕнĕ технологипе усă курни çитĕнÿ тума май парать. Çăмăллăх кредита усă курса тракторсем, тĕш тырă комбайнĕсем, ытти ял хуçалăх техники туянаççĕ. Агрофирма ертÿçипе Александр Афанасьевпа, район пуçлăхĕпе Станислав Николаевпа калаçнă чухне Президент çакна палăртрĕ, яла ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухакансене ытларах явăçтармалла, ĕç паракансен студентсемпе тĕл пулусем йĕркелемелле, специалистсене хваттерпе тивĕçтерес ыйтăва татса памалла.

Республика пуçлăхĕ çав кун "Чесла" тата "Чесла-АСТ" ОООсенче те пулчĕ. Кунта пир-авăр атă-пушмак çĕлеççĕ, ăна Хусанта, Ĕпхÿре, Аçтăрханта, Пензăра, ытти хулара сутаççĕ. Предприяти хăвăрт аталанать: 2004 çулта 25 çын ĕçленĕ, халĕ - 170 çын.

Ĕçлĕ çул çÿрев вĕçленес умĕн Чăваш Ен Презденчĕ Николай Федоров Красно­армейски районĕнчи предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ.

                          



"Хыпар"
20 октября 2007
00:00
Поделиться
;