Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Спорт ăмăртăвĕсенче

КĔРЕШŸ. Гимназистсем спортăн ытти ăмăртăвĕсенче те маттур. Вăрнарта тата Çĕнĕ Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Вĕсенче Д. Тимофеев (9 “а”), Е. Трофимов (7 “б”), Т. Иванова (11 “б”) лайăх кăтартупа палăрнă.

ФУТБОЛ. Районти çамрăксен “Факел” командин йышĕнче гимназистсем те пур. Евгений Антонов (капитан), Александр Ласкеев, Юрий Костин тăрăшнипе пирĕн футболистсем Шупашкарти “Çунат” командăран 4:3 шутпа выляса илнĕ.

ХĂВĂРТ УТАССИ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинче Олимп чемпионкин Е. Николаеван парнисемшĕн пыракан ăмăрту иртнĕ. Унта командăри чи çамрăк Лиана Скворцова та лайăх тупăшнă. Вăл 4-мĕш класра çеç вĕренет-ха. Тренерĕ — В. П. Петров.

ÇĂМĂЛ АТЛЕТИКА. Шупашкарти кросра Н. Миронова (7 “б”), О. Захаровапа А. Егорова (9 “б”), П. Михайлов (10) — шкулти чи хастар атлетсем — хăйсене тĕрĕсленĕ.

“Советская Чувашия” хаçат парнисемшĕн пынă эстафетăри ăмăртура гимназистсем ялти спортсменсем хушшинче 19-мĕш вырăна тухнă. Унта ялсенчи 32 команда пулнă. Команда тренерĕсем — В. Моисеевпа А. Сидоров.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
19 октября 2007
00:00
Поделиться
;