Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çыравçă парнине – музее

 

 

ТРАК тăрăхĕнчи историпе тавра пĕлÿ музей фончĕ салапа ытти  ялта пурăнакансен тараватлăхĕпе эрнесерен çĕнĕ экспонатсемпе  пуянланса пырать. Сăмахран, хальтерех кăна, акă, Кивĕ Йĕкĕт  ялĕнчи Василий Никифоровпа Зоя Филиппова ĕç ветеранĕсем тăхамĕсенчен юлнă пир-авăр тĕртмелли станока юсаттарса аваллăха упракан пÿлĕме илсе килнĕ. "Чылайăшĕшĕн тĕлĕнтермĕш вырăннех вăл, - теççĕ музей ĕçченĕсем, - халĕ те питĕ йĕркеллĕ ĕçлет..." Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çыхăнуçи Вячеслав Новоселов хуçалăхри хатĕрсене, йăмăкĕ Александра краççын   лампине    парнеленĕ.       

Ĕмĕрĕн    саккăрмĕш    теçеткине  пайланă    Филипп Андреев   çыравçă  та   ентешĕсене   питĕ хаклă парне - "Чĕмпĕр  çутисем"   повеç  çырнă чухне усă  курнă "Яналис" пичет машинкине кÿнĕ. Унăн малтанхи хуçи -  Чăваш   халăх   писателĕ   Илпек Микулайĕ.   Кайран ăна: "Санăн та манăн çулпах утмалла пултăр", - тесе Красноармейскинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине   вĕрентекен,   çырулăхра   палăрма   пуçланă   Филипп   Анçреевича   ырă   сунса   парнеленĕ.

 



"Хыпар"
19 октября 2007
00:00
Поделиться
;