Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕр улми пухса кĕртме пулăшрĕç

Кĕркуннесерен районти шкул ачисем ял хуçалăх предприятийĕсене çĕр улми пухса кĕртме пулăшаççĕ.

Гимназире вĕренекенсем те çак ĕçрен тăрса юлмаççĕ. Кăçал вĕсем Карай тата Именкасси уйĕсенче вăй хучĕç. Çиччĕмĕш — вун пĕрмĕш классене çÿрекен 270 çамрăк тăрăшнипе икĕ хуçалăха пурĕ 15 гектар çинчен вуншар тонна çĕр улми пухса кĕртме пулăшрĕç.

Лайăх пулăшушăн “Караево” ЯХПК ертÿçи гимнази коллективне тав тунă, Учительсен кунĕ ячĕпе педагогсемпе вĕренекенсене хаклă парнесемпе, тутлă арбузсемпе чысланă.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
19 октября 2007
00:00
Поделиться
;