Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕмĕрлери ăмăртура

Çĕмĕрлере В. Кириллов (вăл Европăн кĕмĕл тата пăхăр призерĕн, хамăр районти Анаткасра çуралса ÿснĕ Сергей Афанасьевăн тусĕ пулнă, унăн пурнăçĕ автоаварире вăхăтсăр татăлнă — автор) призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен тупăшăвĕ иртнĕ.

Çав ăмăртура Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Таня Разбойкина 1 километрлă дистанцие выляса илнĕ, Инна Гаврилова 500 метра иккĕмĕш вĕçленĕ. Асăннă спортсменсем киле дипломсемпе тата хаклă парнесемпе таврăннă.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
19 октября 2007
00:00
Поделиться
;