Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ĕçĕ-хĕлĕ пысăкран

Иртнĕ эрне кун Красноармейски районĕнчи Чатукассинчи культура çуртне çак тăрăхра пурăнакансемпе тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсем Çавалçырма ялĕнче çуралнă чăвашсен паллă композиторĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш тата Дагестан республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Филипп Миронович Лукин музейне йĕркеленĕренпе вунă çул çитнине паллă турĕç. Çак тапхăрта музей директорĕ Н.М.Матвeeв тăрăшнипе тата Ф.М.Лукин пултарулăхне ăша хывса хавхаланакансем, ун патĕнче вĕреннисем пулăшнипе халăх юратакан композиторăн пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан виçĕ пин ытла экспонат пухăннă. Вĕсемпе  çуллен çĕр-çĕр çын паллашать. Çавсен шутĕнче тăван республика çыннисем çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ хăнасем те.

Савăнăçлă ларура  тухса калаçакансем, çав шутра Красноармейски район администраци пуçлахĕ С.А.Николаев, "Трак ен» ентешлĕхĕн правленийён ертуçи А.Н.Львов, Чăваш культура институчĕн преподавателĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ С.И.Ефимова, Чăваш наци музейĕн специалисчĕсем тата ыттисем вун-вун композиторпа юрăçа пултарулăх çулĕ çине тухма, унпа çирĕп утма пулăшнă Ф.МЛукина ăшшăн аса илчĕç.

Чăваш академи капеллин артисчĕсем, культура институчĕн студенчĕсем, районти тата вырăнти юрă-ташă ăстисем пухăннисене Ф.М.Лукинăн тĕрлĕ автор саввисемпе кĕвĕленĕ юррисемпе савăнтарчĕç.

Ф.М.Лукин музейĕн вунă çулĕ тĕлне Чăваш наци музейĕ ятарлă буклет хатĕрлени те çак паллă композитора сума сăвакансемшĕн пысăк парне пулчĕ.

Осип Алексеев

03.10

"Хыпар"
03 октября 2007
00:00
Поделиться
;