Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Музей пурне те хапăл тăвать

Çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕпе утатпăр. Районти тавра пĕлÿçĕсем июль — август уйăхĕсенче те алă усса лармарĕç, чылай çĕрте ял уявĕсене, чаплă çынсен çуралнă кунĕсене паллă турĕç. Ку енĕпе Мăн Шетмĕпе Красноармейски ял тăрăхĕсен хастарĕсене мухтамалла. Пĕрремĕшсем Анатри Типçырма, Кăлава, Пăрăнтăк çыннисен канăвне йĕркелесе ял кунĕсене ирттерчĕç. Иккĕмĕшсем халĕ ку хутлăха кĕрекен Çĕньял Упинчи сумлă А. С. Сымокин çуралнăранпа 100 çул çитнине чыслăн паллă тăвас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Александр Семенович — республикăри ял тăрăхĕсенчи пионер организацине йĕркелесе янă çынсенчен пĕри, ВЛКСМ Чăваш обкомĕн 1932—1937 çулсенчи (ответлă) пĕрремĕш секретарĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл яваплă чылай вырăнта тăрăшнă, “Çамрăк колхозник” хаçатпа “Хатĕр пул” журнал редакторĕ пулнă.

Район çыннисене паллă ентешĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас тĕллевпе историпе краеведени музейĕ тăрăшнипе А. Сымокин çуралса ÿснĕ кун — августăн 3-мĕшĕнче Çĕньялуписемпе тĕл пулнă, музейра ятарлă экспозици уçнă, “Ял пурнăçĕнче” материалсем пичетлесе кăларнă. Августăн 18-мĕшĕнче вара Çĕньял Упин кунне уявларĕç.

Республикăри çамрăксен ертÿçине асăнса эпир районти шкулсенче сентябрь — октябрь уйăхĕсенче А. Сымокинăн “Çапла çунатлантăмăр” кĕнеки тăрăх вулакансен вулавне, ноябрьте наукăпа практика конференцине ирттерме сĕнетпĕр.

Август — декабрь уйăхĕсенче районти сумлă çынсенчен чылайăшĕ хăйсен уявĕсене ирттерĕç. Акă, Т. С. Минеева тата А. К. Николаева (Еншик Чуллă), Н. Ф. Филимонов педагогсем, С. Ф. Филиппов ученăй-агроном — 70, Вл. М. Миронов тата М. И. Ильин — 80, икĕ полковник — В. Л. Архипов наука докторĕпе (Çĕнĕ Йĕкĕт) Пăрăнтăкри Г. И. Волков 55-шер çулхине, Д. А. Александров краевед-çыравçă, Е. Ф. Волкова (Васнар) зоотехник хăйсен 75 çулхине паллă тăвĕç. Районти ял хуçалăх историйĕнче ят хăварнă Н. С. Семенов (65), Ф. С. Семенов (75), М. Т. Тихонов (100) тата ыттисене те манса хăварма юрамасть. И. А. Александров (Чуракасси) 60 çул тултарĕ, Г. Л. Григорьев (Васнар, 70) туртăм генералне асăнса илĕç. Çÿлерех асăннă ентешсен сăн ÿкерчĕкĕсем музейра пур, эпир вĕсемпе усă куратпăр.

Район музейĕ экспонатсемпе пуянлансах пырать. Юлашки вăхăтра кунти пир тĕртмелли станока ĕçе кĕртрĕмĕр. Ăна йĕркелесе майлаштарма Кивĕ Йĕкĕтри Василий Никифоровпа Зоя Филиппова ветерансем пулăшрĕç. Паллă писатель-ентеш Филипп Андреев хăйĕн пичетлемелли машинкине (унпа чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ те хайлавсем “шăрçаланă”) парнелерĕ. Красноармейскинчи В. С. Николаев (Шупашкарти ентешлĕхĕн хастарĕ), А. К. Кузьмин, Г. Ф. Филимонова (Трак гимназийĕ) та тав сăмахне тивĕç. Район музейĕ сирĕнтен пулăшу кĕтет, кунта килекенсене хапăл туса кĕтсе илет.

 


"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
13 сентября 2007
00:00
Поделиться
;