Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чăваш юманĕ ешертĕр

Сурăм лесничествин юман плантацийĕнчи ĕçсене 1979 çулта пуçланă. Пирваях кунта çитĕннĕ пысăк йывăçене каснă. Унтан вĕсен тункатисене кăкласа кăларса çĕре тикĕслесе тухнă. Çирĕп те пысăк пахалăхлă юман йĕкелĕсене лартса калчасем çитĕнтернĕ. Вĕсене çак лаптăка куçарса лартнă. 1995 çулта çамрăк юмансен тураттисене сыпма пуçланă. Çав йывăçсем хăйсем йĕкел тума пуçларĕç. Сыпнă юмансен лаптăкĕ 40 гектара çитрĕ. Çитес вăхăтрах малтан лартса сыпнă 7 гектар çинчи йывăçсене ятарлă комисси килсе пĕрремĕш хут хакламалла (аттестация).

Кăçал 5 гектар çинчи юмансене — пуçласа, малтанхи 7 гектарĕ çинчине вара тепĕр хут сыпса тухнă. Кунсăр пуçне ку плантацирех çакăн пек ĕçсем туса ирттернĕ: шĕшкĕ хунавĕсене каснă — 11, 4 гектар, йывăçсен таврашĕнчи çĕре кăпкалатнă, çум курăксенчен тасатнă — 85, 8, утă çулнă — 18, сыпнă юман йывăççисен ÿсме чăрмантаракан йывăçсен хунавĕсене касса тухнă — 30, сыпнă юман йывăççисен чăрмантаракан тураттисене иртсе тата сыпнă туратсене сăрласа пăхса тăнă — 40 гектар çинче. Асăннă плантацири ĕçсене темиçе çул ĕнтĕ 6 хĕрарăм туса пырать. Акă вĕсем, Тури Анаткас ялĕнчи Е. И. Никитина, Пăрăнтăкри Р. И. Федорова, Йĕпремри Л. Г. Владимирова, Элĕк районĕнчи Анаткас Сурăмри Н. П. Ивановапа М. Б. Павлова, Е. В. Ильина. Асăннă хĕрарăмсемпе мĕн пур вăрман ĕçченĕсене хамăрăн професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ĕçре çитĕнÿ тума ырлăх-сывлăх сунатăп.

Ял ĕçченĕсемпе вăрмана юратакан çынсене хамăр юман плантацине пырса курма сĕнетĕп. Вăрмана сертене, кăмпана, мăйăра çÿреме кăмăллакансемпе канма каякансене кăвайт чĕртсен вут-кăварпа тата чĕлĕм туртнă чух асăрхануллă пулма ыйтатăп.

 


"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
13 сентября 2007
00:00
Поделиться
;