Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Очкасси ялĕнче çĕнĕ çăл

Очкасси — Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен 10 ялтан чи пĕчĕкки, 18 киллĕ. Пурăнакан 31 çынран шкул çулне çитмен 4 ача, шкула 1 ача çÿрет. 10-шĕ 55 çултан иртнисем, вĕсенчен 16 çынран 2-шĕ “Нива” хуçалăхра тăрăшаççĕ, ыттисем вара укçа ĕçлесе илме çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене тухса çÿреççĕ.

Очкассине ытти çĕрти евĕрех газ çитернĕ, яла çитиех асфальтлă çул хывнă. 7 килте харпăр хăй тунă çăлри шывпа усă кураççĕ. Ыттисем вара шыв патне ял çумĕнчи çырмара вырнаçнă 2 çăла утаççĕ. Паллах, йĕпе-сапара, хĕллехи çил-тăманла çанталăкра çынсем, уйрăмах ваттисемшĕн, çырмаран 2 — 3 хут анчах мар шыв çĕклесси савăнмалли мар. Çитменнине тата варринчи çăлăн йывăç пайĕсем кивелсе çитсе шыв тутине улăштарнă.

Çаксене шута илсе, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи çу уйăхĕнче Очкасси ялĕнче çĕнĕ çăл тума пăхнă. Килĕшĕве вара Танăш ялĕнчи çамрăксемпе тунă. Эрне хушшинче Очкасси ялĕнче пурăнакансем çĕнĕ çăллă пулчĕç. Çăл тăвас ĕçре Танăш çамрăкĕсене ялти ватăсем вĕрентсе те хавхалантарса пычĕç.

Çăл тăвакансем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕç, ял çыннисем вара çĕнĕ çăлтан ăсса килнĕ шыв тутине хисепе хучĕç.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
07 августа 2007
00:00
Поделиться
;