Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пĕр çитменлĕх теприне çуратать

Район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пынипе июлĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче канашлу иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн пайĕсемпе управленийĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.

Канашлура пăхса тухнă пур ыйту та паянхи кун темипе çыхăннă. Халĕ, акă, вырма пырать. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров пĕлтернĕ тăрăх, ку вăхăтра 9 хуçалăхра 16 комбайн ĕçлет. Юлашки тапхăрта тата ял çыннисене çине-çинех çумăрсем çуса чăрмантараççĕ. Çавăнпах кашни сехет, минут шутра пулмалла. Тыр-пул пухса кĕртнипе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлесси пирки те манмалла мар. "Ку енĕпе "Янмурзино" тата "Рассвет" хуçалăхсенче çивĕч лару-тăру халĕ. Вĕсенче силос-сенаж хывма пуçăнман та. Айăпĕ — ертÿçĕсемпе специалистсенче, вĕсем кадрсемпе ĕçлеменнинче", — терĕ Юрий Данилович. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи В. Н. Шумилов сенаж хывайманнине кивĕ техника тăтăшах çĕмĕрĕлнипе сăлтавларĕ. Пĕр çитменлĕх теприне çуратать, теççĕ. Мĕншĕн-ха ку чухне кÿршĕллĕ хуçалăхсенчен пулăшу ыйтас мар? "Янмурзиноран" вара канашлура никам та пулмарĕ. Район пуçлăхĕ ял хуçалăх пайĕн ертÿçине Ю. Д. Петрова ку хуçалăхсемпе конкретлă мерăсем йышăнма хушрĕ.

Çапла, пĕр ĕç теприне васкатать. Вăрлăх та, кĕр тыррисем акма çĕр те хатĕрлемелле пĕр вăхăтрах. Тулли мар яваплă "Таябинка" Агрофирма" пĕрлешÿре, ав, хĕрсех вăрлăх хываççĕ, çĕр хатĕрлеççĕ. "Убеевское" хуçалăхра та 300 гектар сухаланă. Юрий Данилович канашлура каланă тăрăх, кĕр тыррисене районĕпе 3600 гектар акса хăвармалла.

Район пуçлăхĕ С. А. Николаев çавăн пекех ял хуçалăх пайĕн начальникне Ю. Д. Петрова тата кунти Г. Н. Матвеев тĕп зоотехника хуçалăхсенчи ĕне выльăх йышне сыхласа хăварассипе конкретлă ĕçлеме хушрĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарассипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çивĕчрех пулмаллине те палăртрĕ Станислав Андреевич, ку ĕçе çителĕксĕр йĕркеленĕшĕн Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Г. Т. Васильевăн ура çине тăрса явап тытма та лекрĕ.

Канашлура малалла районти предприятисемпе организацисем I çур çулта вăтам ĕç укçи тÿленин мониторингĕн кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А. В. Михайлова тĕплĕн паллаштарчĕ. Акă, Чăвашстат панă кăтартусемпе пысăк тата вăтам организацисемпе январь-май уйăхĕсенче уйăхри вăтам ĕç укçи 7719, 4 тенкĕпе танлашнă е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 132, 7 процент ÿснĕ. Ку хушăрах вĕсенче ĕçлекенсен йышĕ унчченхинчен 480 çын сахалланнă.

Ĕçлекенсен йышĕ районĕпе кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне, Ангелина Васильевна пĕлтернĕ тăрăх, 4478-па танлашнă, çав шутра пысăк тата вăтам предприятисенче — 3551-пе, пĕчĕккисенче — 927-пе. Ĕç укçи калăпăшĕ пысăкланать пулсан та, тишкерÿ ял хуçалăхĕнчи 21 предприятирен 18-шĕ, 12 уйрăм предприниматель, пысăк тата вăтам предприятисен 28 проценчĕ ĕç укçине ĕçлеме пултаракан халăха республикăра çирĕплетнĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайĕнчен (3295 тенкĕ) сахалтарах тÿленине çирĕплетет. Ку йыша пĕчĕк çак предприятисем те — "Пчеловодческое", "Колос" хушма хуçалăх", "Стандарт" агрофирма, "Дормашсервис" — тата ыттисем те кĕреççĕ. Хуçалăхсенчен "Волит" тата "Прогресс" пĕрлешÿсем кăна хăйсен çыннисене шалăва çав виçерен ытларах параççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен нумайăшĕнче кунсăр пуçне ĕç укçи енĕпе срокран ирттернĕ парăм пур. "Мичуринецра", ав, вăл — 5 уйăхпа, "Янмурзинора" 6-па танлашать.

Район пуçлăхĕ экономика аталанăвĕн пайĕн ĕç укçи тÿленин мониторингне малалла та туса пымаллине, кăçалхи çурла уйăхĕнче ĕç укçи тÿленине тĕрĕслекен районти комисси ларăвĕсене вырăна тухса — хуçалăхсенче — ирттермеллине каларĕ.

Канашлăвăн иккĕмĕш пайĕнчи ыйтусене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата район администрацийĕн пайĕсемпе управленийĕсен начальникĕсемпе пĕрле сÿтсе яврĕç. Районăн тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсене кăçалхи I çур çулта пурнăçлани çинчен — финанс пайĕн начальникĕ Р. А. Николаева тата "Централизациленĕ бухгалтери" муниципаллă учрежденин тĕп бухгалтерĕ Н. П. Димитриева, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх обăекчĕсене хутса ăшăтмалли çитес тапхăра хатĕрлессипе епле ĕçлесе пыни пирки район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕ Б. М. Иванов пĕлтернисене итлерĕç, пăхса тухнă ыйтусемпе протокола кĕртмелли хушусем пачĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
03 августа 2007
00:00
Поделиться
;