Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тăрăшсах хатĕрленеççĕ

Çу вăхăчĕ — хĕрÿ тапхăр. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн ĕçченĕсемшĕн те ку çаплах. Хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе ăшă трассине йĕркене кĕртмелле. Ку тĕлĕшпе кунта икĕ бригада йĕркеленĕ. Валерий Прокопьев ертсе пыраканни Ленин урамĕнчи иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсен варринче çĕкленĕ нумай хутлă çуртсенчи ăшă системин пăрăхĕсене çĕнетет. Игорь Миронов бригади вара тулашри ăшă трассине йĕркене кĕртет: хавшаса çитнĕ пăрăхсене улăштарать. Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн интерначĕ тĕлĕнче ĕç калăпăшĕ уйрăмах пысăк пулчĕ. Ку тĕлте ăшă пăрăхĕсем уйрăмах хавшаса çитнĕ, пусăм вăйне чăтайманнипе кашни метртан тенĕ пекех шăтнă. Çулленех ку урамра ăшă трассин пăрăхĕсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе нумай ĕçлеме тивет. Ăна пĕр хутлăн улăштарсан çав нуша темиçе çул хушши тăсăлса пымĕччĕ те.

— Кунти ăшă трассине реконструкцилеме палăртнă. Ун тăрăх кăçал июньте Шупашкарти подрядчикăн 45 метр полиуретанпа витнĕ пăрăхсем хумаллаччĕ. Анчах, акă, августа та кĕретпĕр, унти ĕçченсем çаплах килсе çитеймерĕç-ха, — ÿпкелешет пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн директорĕ В. Петров.

Нимĕн те калаймăн, вăл тĕрĕсех пăшăрханать. Çавăнпа та Ленин урамĕнчи ăшă трассине реконструкцилес ĕçсене хăвăртлатасчĕ.

Владислав Лаврентьевич пĕлтернĕ тăрăх, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх обăекчĕсене хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçсем пур çĕрте те пыраççĕ. Карайпа Чатукассинче, Кĕçĕн Шетмĕпе Упире, Красноармейскинче тата ыттисенче котельнăйсене пусăм вăйĕпе тĕрĕслесе пăхса, начар вырăнсене шăратса çыпăçтарса тухнă. Ку ĕçсене Владимир Михайлов мастер йĕркелесе пырать-мĕн.

— Пирĕн тĕллев — сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне мĕн пур котельнăйсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр текен паспорта илмелле тăвасси, — умри задачăпа паллаштарать В. Петров директор.

Анчах хальлĕхе хĕле хатĕрленес ĕçре чăрмавсем те çук мар. Тĕслĕхрен, 3 — 4 организаципе учреждени харпăр хăй çуртĕнчи ăшă системине пусăм вăйĕпе тĕрĕслеме заявка панă. Ыттисем вара сивĕсем килессе кĕтеççĕ-ши? Ку ыйтăва вĕсен çак кунсенче татса парасчĕ, кайран чупмалла ан пултăр.

— Механизаторсен урамĕнчи 8-мĕш çурт тăррине темле организаци юсарĕ, халĕ вĕсен сасси илтĕнми пулчĕ, таçта кайса çухалчĕç. Эсир пĕлместĕр-и?

— Эпĕ заказчик мар, вĕсемпе ĕçлев килĕшĕвĕ туман, — пулчĕ хурав.— Эпир хамăр вăйпа вак-тĕвек юсав ĕçĕсене тăватпăр: çурт-йĕр тăррисене сапласа йĕркене кĕртетпĕр, стенасене, кантăксемпе алăксене сăрлатпăр, çуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртетпĕр, канализацисемпе тасатакан сооружени обăекчĕсене юсатпăр тата ытти те.

Хĕл пурне те хытă тĕрĕслет. Çавна пирĕн пурин те асра тытмалла. Пурăнмалли çурт-йĕрсемпе ытти социаллă обăектсене сивĕсем çитиччен тивĕçлипе хатĕрлеме тăрăшасчĕ, ку енĕпе ĕçлекен предприяти-организацисене май пур таран пулăшса пырасчĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
31 июля 2007
00:00
Поделиться
;