Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ял тăрăхĕсем çĕнĕ технологипе Интернета тухаççĕ

Красноармейскинчи электроçыхăну узелĕ урлă Интернета çĕнĕ технологипе тухакан абонентсен йышĕ кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 133-е çитнĕ е пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 3 хут ÿснĕ. Кунашкал абонентсем хушшинче уйрăм çынсем те чылайăн (район центрĕнче çеç мар, ялсенче те). “ВолгаТелеком” уçă акционер пĕрлешĕвне кĕрекен асăннă организаци ĕçĕ-хĕлĕнче çак çăмăллăхпа тивĕçтересси тĕпре тăрать. “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе пынă май, пĕлтĕрхи октябрьте Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулпа Вĕрентÿ центрне Интернетпа тÿлевсĕр тата хăвăрттăн тухмалли майпа сыпăнтарнă. Кăçалхи I çур çулта вара районти мĕнпур 13 шкулта пĕр харăс, вăхăта пăхмасăр тата тÿлевсĕр Интернет ресурсĕсемпе усă курмалли оборудованисене вырнаçтарса лартассине вĕçленĕ. Тăкаксене Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕ çине тăнипе федераллă бюджетран саплаштарма пăхса хăварнă.

Хальхи вăхăтра, ADSL — çыхăнупа усă курса, ял тăрăхĕсене Интернета кăларас ĕç пырать. Çак кунсенче ку çĕнĕлĕхпе Чатукасси ял тăрăхĕн администрацийĕ усă курма пуçланă. Çывăх вăхăтрах çак ĕçе тата 5 ял тăрăхĕнче йĕркелесе яма пăхаççĕ. Ку тĕллевпе район администрацийĕн информатизаци секторĕпе Красноармейскинчи электроçыхăну узелĕн провайдерĕ Н. Г. Егоров пĕрлехи вăйпа тимлеççĕ. Çĕнĕлĕх бюджет укçи-тенкине самаях перекетлеме май парать.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
24 июля 2007
00:00
Поделиться
;