Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кооператорсен уявĕнче

Райпо тытăмĕнче халĕ 300 ытла çын вăй хурать. Кăçалхи I квартал кăтартăвĕсемпе пысăк ку коллектив пуçласа Центросоюз шайĕнче 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çавăнпах çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пуçтарăнчĕç июлĕн 7-мĕшĕнче райпо территорийĕнче иртнĕ уява суту-илÿре вăй хуракансемпе çак отрасль ветеранĕсем. Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ ячĕпе вĕсене район пуçлăхĕ С. Николаев, райпо канашĕпе правленийĕн, ветерансен канашĕн председателĕсем А. Дмитриева, З. Артемьева, В. Семенова ăшшăн саламларĕç, район халăхĕн суту-илÿ ыйтăвĕсене тивĕçтерес пархатарлă ĕçре ăнăçусем, телей, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Уявра чылайăшĕ тĕрлĕ наградăсене тивĕçрĕ. Акă, потребитель кооперацийĕнче нумай çул тухăçлă вăй хунăшăн райпо правленийĕн председательне З. Артемьевана тата кунти ветерансен канашĕн председательне В. Семенована “Раççей потребитель кооперацине аталантарма тÿпе хывнăшăн” орденпа чысларĕç. “Раççей потребитель кооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн” паллăна Л. Александрова повар, Р. Васильева сутуçă тата Г. Григорьева çăкăр пĕçерекен илчĕç. В. Варламов водитель, Е. Прокопьева кассир, Н. Иванова сутуçă потребитель кооперацийĕнче 30 — 25 — 20 çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн паллăсене тивĕçрĕç. Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Хисеп грамотипе лавкка заведующине Т. Назарована тата Г. Петров инженер-энергетика наградăларĕç. Лавкка заведующине Р. Федорована “Раççей Федерацийĕн потребитель кооперацийĕн ветеранĕ” хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех коллективри вун-вун хастар ĕçне Чăвашпотребсоюзăн тĕрлĕ наградисемпе тата райпо канашĕн Тав çырăвĕсемпе, парнесемпе хакларĕç.

Пухăннисене халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем хавас юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем те пулчĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
13 июля 2007
00:00
Поделиться
;