Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Выльăх апачĕ хатĕрлессине хăвăртлатмалла

 

(Ял хуçалăх пайĕн коллегийĕн ларăвĕнчен)

Çу кунĕсем — выльăх апачĕ хатĕрлемелли чи лайăх вăхăт. Тулăх хĕл туса памасăр выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерме çук. Анчах пур çĕрте те çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ-и-ха? Çук. Акă, тĕслĕхрен, “Досаево” ял хуçалăх артелĕ июнĕн 28-мĕшĕ тĕлне 1000 тонна ытла силос хывса хăварнă, кунта утă та хатĕрлеççĕ. Çав хушăрах кÿршĕсем, янмурçинсем, пĕр çул ÿсекен курăксем ÿссе çитмесĕр сенажпа силос хывма пултараймаççĕ. Ĕç-хĕл малалла та каплах пулса пырсан, ку хуçалăх выльăхĕсене мĕнле хĕл каçарĕ? Выльăх йышĕ ку хуçалăхра тусайсенчен нумайрах — 453 пуç. Производствăпа финанс планĕпе килĕшÿллĕн, янмурçинсен кăçал вĕсем валли утă — 250, сенаж — 460, силос — 850 тонна хатĕрлемелле. Тухса тăнă лару-тăрăва шута илсе, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ июнĕн 28-мĕшĕнче ку хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтупа коллеги ларăвне ирттерчĕ. Коллеги “Янмурзино” ЯХПК ертÿçисемпе правленийĕ юлашки 2—3 çул хушшинче обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессипе çителĕксĕр ĕçлесе пынине палăртрĕ. Çапла, 2006 çулта кашни условнăй выльăх пуçне 19 центнер апат единици чухлĕ çеç апат хатĕрленĕ, çав хушăрах районăн вăтам кăтартăвĕ 22 центнерпа танлашнă. 2005 çулта янмурçинсем кашни ĕнерен вăтамран 3230 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, пĕлтĕр — 2918 килограмм. Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ кăçал, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 21 пуç чакнă, çав шутра ĕнесем — 10. Июнĕн 27-мĕшĕ тĕлне “Янмурзино” хуçалăх 87 тонна утă хатĕрленĕ, нумай çул ÿсекен курăксем 125 гектар йышăнаççĕ пулсан, 90 гектар çинчине çулнă. Утă хатĕрлесси Е-202 косилка тăтăшах ваннипе чарăнса тăрать, механизаторсем хушшинче унпа ялан ĕçлекен кадрсем çук. Выльăх апачĕ янтăласси çителĕксĕр пыни ял хуçалăх машинисене юсаса хатĕрлес ĕç начар пынипе, механизаторсен дисциплини япăххипе çыхăннă.

Коллеги “Янмурзино” ЯХПК правленине обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç çителĕксĕр пынине кăтартса хăварчĕ. Кооператив ертÿçипе правленине выльăх апачĕ хатĕрлессине хăвăртлатас ыйтăва правлени ларăвĕнче пăхса тухма, специалистсемпе вăтам сыпăкри ертÿçĕсенчен çирĕпрех ыйтма, апат хатĕрлекенсене пурлăх енчен хавхалантармалли условисем туса хатĕрлеме, хуçалăх правленине (ертÿçи Э. В. Петров) выльăх апачĕ хатĕрлемелли плана кирек епле пулсан та пурнăçлама, утă, сенажпа силос хатĕрлес çĕрте технологие пăхăнса ĕçлесе пыма, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлеме, район администрацийĕн ял хуçалăх пайне ку хуçалăха выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтусемпе кирлĕ пулăшу пама хушса хăварчĕ.

Коллеги йышăнăвне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăма ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕсене (Г. Н. Матвеевпа В. П. Чаховский, В. А. Васильев) хушнă.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
03 июля 2007
00:00
Поделиться
;