Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Министр ыйтусене хуравларĕ

Раççей ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев пирĕн чăвашсемшĕн кĕтмен хăна мар ĕнтĕ. Акă, хальхинче те, Республика кунĕ умĕн вăл журналистсемпе ирттернĕ тĕл пулура вĕсене уяв ячĕпе саламланипе пĕрлех хăй пенсие тухсан Шăмăршă районне пурăнма куçса килесси çинчен тепĕр хут шÿтлеме манмарĕ. Кун пек шÿте унран ытти тĕл пулусенче те илтнĕччĕ. Ку шÿт кăна пулсан та ытахальтен мар ĕнтĕ. Çакă вăл Чăваш Ене кăмăлланине те кăштах та пулин систеретех пуль. Ытти пресс-конференцисенче вăл сахалах та мар калаçатчĕ пулсан, хальхинче ăна нумаях тăсмарĕ, тÿрех ыйтусене хуравлама пуçларĕ.

Ялсенче малашнехи тапхăрта социаллă мĕнлерех ыйтусене татса пама тытăнасси пирки сăмах тапратсан, вăл шывпа тивĕçтермелли программăна хатĕрлесе пурнăçлама пикенессине пĕлтерчĕ. (Çын сывлăхĕ шыв таса пулнипе нумай çыхăннă). Ял çыннисене уйрăм çуртсем лартнă çĕрте çеç мар, урамсене хăтлă тăвассишĕн те пулăшма кирлине асăнчĕ Мускав хăни.

Кăçалхи типĕ çанталăк тыр-пул тухăçне чакарма пултарать-и? Ку ыйтăва хуравланă май министр лару-тăру çăмăл маррине асилтерчĕ. Çĕр-шывĕпе 76 миллион тонна (пĕлтĕрхинчен 2 миллион тонна сахалрах) тырă туса илме палăртаççĕ. Кашни килограмм тырра пÿлмене кĕртме тăрăшмалла.

Раççее миçе кооператив кирлĕ? Ку ыйтăва Мускавран килнĕ журналиста виççĕмĕш анчах пама ирĕк пачĕç (пĕрремĕшпе иккĕмĕш ыйту паракансем вырăнтисем пулчĕç). Ун çине министр çапла хуравларĕ. Кашни районтах продукци сутакан, унпа тивĕçтерекен тата ытти кирлĕ енĕпе ĕçлекен 3—4 кооператив кирлĕ. Çĕр-шывĕпе 1800 район. Апла пулсан 8—10 пин кооперативран кая мар пулмалла. Район шайĕпе ял хуçалăх продукцийĕпе суту-илĕве йĕркелесси политика тĕллевĕ те, терĕ министр.

Журналистсем ял хуçалăх продукцийĕ йÿнĕ пирки те ыйту пачĕç. Çапла хурав пулчĕ. Чăн та, ку тĕлĕшпе пĕтĕмпех тикĕс мар. Продукцие вырнаçтарас, кооперативсен ыйтăвĕсем тухса тăраççĕ. Хаксем тĕрлĕрен, тăкаксем те тĕрлĕрен. Белгород облаçĕнче 2 çын 1000 гектар çĕре тивĕçтерет. 1 килограмм сутакан сысна ашĕн хакĕ 25 тенкĕрен пуçласа 60 тенкĕ таран. Пахалăх ыйтăвĕ тухса тăрать. 2008 çултан консультаци, информаци службисем туса хума палăртаççĕ. Кусем пурте хуçалăхăн пĕчĕк формисене пулăшас тĕллевпе.

Алексей Васильевич выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илме манмалла маррине аса илтерчĕ. Ăна чакарни тупăшсене чакарни. Ун пек чух пĕтĕмĕшле экономика лару-тăрăвĕ те япăхланать.

Пресс-конференци вĕçленсен республикăри уйрăм журналистсене Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнисемпе чысларĕç.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
25 июня 2007
00:00
Поделиться
;