Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтупа

Ут çи çитрĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлеме вăхăт. Сăмах май, июнĕн 15-мĕшĕ тĕлне районти 7 хуçалăхра “симĕс ĕç çине” тухнă. Тусайсем — силос, Кĕçĕн Шетмĕсем сенаж хывма пуçланă.

Хĕл хырăмĕ аслă, асăрхаттарать ваттисен сăмахĕ. Кăçал выльăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн хĕл каçарма районĕпе утă — 4197, сенаж — 7575, силос — 13326, улăм — 4208, концентратлă апатсем — 7314, выльăх кăшманĕпе çĕр улми 3233 тонна хатĕрлемелле. Тÿрех палăртăпăр, умри задача, курăксем лутра, çÿхе пулнине шута илсен, çăмăлах мар. Ăна тивĕçлипе татса парас тесе, июнĕн 15-мĕшĕнче районта “Нива” ЯХПК никĕсĕ çинче выльăх апачĕ янтăлас енĕпе семинар-канашлу пулчĕ. Унта хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсем, инженерĕсемпе зоотехникĕсем, ветеринари ĕçченĕсем хутшăнчăç. Асăннă мероприятие кунта ирттерме йышăнни ахальтен мар. Кĕçĕн Шетмĕсем çулленех выльăхсем валли сенаж нумай янтăлаççĕ. Вĕсен ăна хатĕрлеме техники те çителĕклĕ. КСК-100-пе КПС-5Г — икшер. Хăй тĕллĕн куçса çÿрекен ку машинăсем çĕнĕ мар, сахалтан та 15—18 çулхисем. Апла пулин те çак агрегатсем пĕр алăпа типтерлĕ пăхса-тытса тăнăран тухăçлă ĕçлеççĕ.

Семинар-канашлура малтанах асăннă ЯХПКан тĕп экономисчĕ Т. Павлова ут çине хутшăнакансене ĕçшĕн тÿлеме тата хавхалантарма йышăннă условисемпе паллаштарчĕ.

Унтан район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕсем — Г. Матвеев зоотехник сенаж хывмалли технологи, В. Чаховский инженер выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника мĕнле шайра пулни, халĕ ăна çак кунсенчех юсаса çитерсе ĕçе ямалли, патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ Ю. Агатьев хăй тĕллĕн куçса çÿрекен машинăсене (çак йыша курăк çулса-пухса кĕртмелли косилкăсемпе комбайнсем кĕреççĕ) техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă чух мĕн çине ытларах пăхни çинче чарăнса тăчĕç. “Сенаж лайăх пахалăхлă пултăр тесен ăна гусеницăллă е Т-150К тракторпа пусăрăнтарсах тăмалла, унăн пахалăхне ÿстерме кĕвелĕкпе, тăварпа усă курмалла. Кушăхтарса вĕтетнĕ 1 тонна масса çине тăвар — 1, 5 килограмм, 10 тонна масса çине 1 лейка кĕвелĕк ямалла”, — палăртрĕ Геннадий Николаевич. Виталий Петрович выльăх апачĕ янтăлама районĕпе дизель топливи — 200, бензин 60 тонна кирлине, ку тĕлĕшпе хальлĕхе “Востокпа” “Гигантра”, “Мичуринецпа” “Янмурзинора” йывăрлăхсем пуррине палăртрĕ.

Район администрацийĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ В. Егоров, “Нива” ЯХПКан ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Б. Димитриев ĕç сыхлавĕпе ĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе тухса калаçрĕç.

Семинар-канашлăва пынисем Танăшри пушмак пăрусен ферминче сенаж хывас ĕçе мĕнле йĕркеленипе (КПС-5Г агрегатсем курăк çулнине, кушăхтарнă массăна КСК-100 комбайнсемпе пухса вĕтетнине курса) паллашрĕç, вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç.

Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Петров йĕркелесе ертсе пычĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
21 июня 2007
00:00
Поделиться
;