Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Иртни – уçăмлă та, витĕмлĕ те

 

ÇЫРĂННĂ, пичетленнĕ кĕнеке пысăк-и вăл е пĕчĕк-и - кашни хăйне евĕр палăрăмлă та пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн алăра, акă, Красноармейски тăрăхĕнчи Тусайра 1924 çулта çуралса кунти пуçламăш, ун­тан Упири тулли мар, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче вĕреннĕ, 1942-1947 çулсенче çарта хĕсметре тăнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Михаил Прохо­рович Прохоровăн "Вут-хĕмре иртнĕ çамрăклăх" кĕнеки. Иртнине унта тĕкĕр çинчи пек уçăмлă та витĕмлĕ кура-тăн.

Автор салтак шинелĕ тăхăннă -1942 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа вăрçă çулĕ-семпе утнине аса илет. Ми­хаил Прохоров Томск хулинчи артиллери училищинче лашапа турттармалли çăмăлрах тупăсен тытăмне вĕ­реннĕ, кĕçĕн лейтенант пул-са тăнă. Cулăпа Днепр урлă каçнă чухнехи хăрушă саман­тсем, Новгородка хули, Помашная чукун çул станцийĕ патĕнчи хĕрÿ çапăçусем...

Вăрçă хыççăнхи самантсем пирки çырни те кăсăклă.

Вăрçăран таврăнсан М.П.Прохоров Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш пат-шалăх педагогика институтĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Упири вăтам шкулта - учитель, Именкассинчи тата Красноармейскинчи вăтам шкулсенче директорта ĕçленĕ. 1956-1962 çулсенче - Красноар­мейски райĕçтăвкомĕн куль­тура пайĕн пуçлăхĕнче, 1965-1973 çулсенче райĕçтăвком председателĕн çумĕнче тăрăшнă. Вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн та хăйĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн Михаил Прохоровича икĕ хутчен II степень "Отечественнăй вăрçă" орденĕпе, нумай медальпе наградăланă. Педагогикăра чылай çул тивĕçлĕ вăй хунине "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ят тата нумай-нумай Хисеп грамоти çирĕплетет.

 

 

 



"Хыпар"
06 июня 2007
00:00
Поделиться
;