Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕнтерÿ паркĕнче – «Трак ен» ентешлĕх аллейи

 

 

Çĕр çине килнине пĕлтерме-çирĕплетме тата чылайлăха ырă ят хăварма авалхи ватăсем арçынна кил-çурт çавăрма, çемьеллĕ пулса ача çитĕнтерме тата виçĕ йывăçран кая мар лартса ÿстерме сĕннĕ-хушнă. Красноармейски тăрăхĕнче çуралса ÿссе Шупашкарта тымар ярса пурăнакансем çу уйăхĕн саккăрмĕшĕнче тăван енре пулнă май 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе  62 çул çитнине чысласа салара ирттернĕ митинга хутшăнчĕç. Красноармейскинче тăватă çул каялла йĕркеленĕ Çĕнтерÿ паркĕнче хăйсем илсе килнĕ 250 ытла чăрăш тата хурăн  лартрĕç, «Трак ен» ентешлĕх аллейине уçрĕç. Çакна йĕркелеме тата ĕçе вĕçлеме тĕп хуламăрти тĕрлĕ предприятипе пĕрлешÿ ертÿçисем В.С.Николаев, А.Н.Львов («Трак ен» пĕрлĕхĕн правлени ертÿçи), Г.В.Фёдоров, В.Г.Григорьев, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.В.Яковлев, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Г.Н.Николаев тата ыттисем тăрăшуллă пулнă.

 



"Хыпар"
11 мая 2007
00:00
Поделиться
;