Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Милиционера хирĕç - кирпĕчпе

Влаç представительне хирĕç вăйпа yсă  курнăшăн РФ Уголовнăй кодексĕнче штрафлама кăна мар, ирĕклĕхсĕр хăварма та палăртнă. Çак статья санкцийĕ çирĕп пулин те, граждансем тепĕр чух шутламасăр тунă утăм хăйсемшĕнех хакла ларассине асра тытмаççĕ.

 

КРАСНОАРМЕЙСКИ рай­онĕн прокуратури шăпах çавнашкал пăтăрмаха тĕпченĕ. Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче çĕрле милици сотрудникĕсем çемьере харкашу пуçарса арăмне хĕненĕ К.Степанова лăплантарма васканă. Лăплантарнă темелле. Ĕç-пyça тĕпчес, уçăмлатас тĕллевпе арçынна шалти ĕçсен пайне илсе каяс тенĕ, служба автомашинине кĕртсе лартнă. Анчах Степанова ку килĕшмен, милиционерсене вăл хăйĕн паттăрлăхне кăтартас тенĕ ахăр.

Арçын машинăран тухнă, кирпĕч катăкĕсем ярса тытнă та çывăхрах, икĕ метрта, тăракан милиционер-водите­ле тĕллесе пенĕ. Юрать-ха, формăллă çын пăрăнса ĕлкĕрнĕ, кирпĕч Красноар­мейски районĕн шалти ĕçсен пайĕн служба автомобильне лексе унăн кантăкне ватнă. Степанов çакăн хыççăн та лăпланман-ха, кирпĕч тытнăскер водитель çинеллех талпăннă, ăна вĕлерессипе хăратнă. Хăйĕншĕн чăннипех хăрушлăх пуррине кура, путсĕре чарас тĕллевпе, мили­ционер-водитель асăрхаттарнă хыççăн табель хĕç-пăшалĕнчен çÿлелле пенĕ. Çaвăн хыççăн преступник тарса пытаннă.

Çак тĕслĕхпе райпрокуратура РФ УК 318 статйин 1-мĕш пайĕпе /влаç пред­ставителĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курни/ уголовнăй ĕç пуçарнă. Нумаях пулмасть приговор та палăртнă. Рай­он сучĕ К.Степанова условнăй майпа 2 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă.



"Хыпар"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться
;