Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Юбилей тĕлне – хаклав кĕнеки

СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш тата Дагестан республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Филипп Миронович Лукин пирĕнтен уйрăлса кайнă кун çулран çул аяккарах тăрса юлать. Иртнĕ эрне кун Красноармейски районĕнчи Чатукассинчи культура çуртне чăваш халăх музыкине çĕнĕ вăйпа аталантарассишĕн, маттур юрăçсемпе вĕсене вĕрентекенĕсене хатĕрлессишĕн мĕн пур хавалĕпе тăрăшнă ентешне асăнма çынсем туллин пухăнчĕç. Унта район ертÿçисем, Шупашкартан пынă хăнасем - Чăваш наци музейĕн директорĕ Э.Бахмисов, искусствоведени докторĕ М.Кондратьев профессор, "Чăвашкино" пĕрлешĕвĕн директорĕ Н.Медведев, Чăваш музыканчĕсен ассоциацийĕн пуçлăхĕ Н.Зимин, тĕп хуламăрти «Трак ен" ентешлĕхĕн правленийĕн ертÿçи А.Львов пулчĕç. Вĕсем Ф.М.Jlyкин чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçе палăртрĕç-хакларĕç. М.Кондратьев мухтавлă ентешĕмĕр çуралнăранпа 95 çул çитнĕ кун тĕлне унăн ĕçĕсен хаклав кĕнекине хатĕрлесе çитерсе пичетлесе кăларма шантарчĕ.

Вырăнти ташă-юрă ăстисемпе шкул ачисен концертне Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ му­зыка училищин тата культура институчĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсем сумлăлатрĕç, Филипп Лукинăн  тĕрлĕ çулта хайланă юрри-кĕввине янратрĕç-шăрантарчĕç. Хăнасем Ф.М.Лукинăн çуллен çĕнĕрен те çĕнĕ экспонатсемпе пуянланса пыракан музейĕпе паллашрĕç, хăйсем те парне хăварчĕç.



"Хыпар"
09 февраля 2007
00:00
Поделиться
;