Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Асăрхануллă пулатăн – сывă юлатăн

 

 

Çул  çинчи тĕрлĕ аварипе ытти синкерте вилекенсен шучĕ пĕчĕкленме мар, ÿссех пынине çирĕплетет çĕршыври статистика. Пĕлтĕр, акă, 125 пин ытла çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Хăрушă цифрăсен йышĕнче пĕчĕк ачасемпе шкулта вĕренекенсем нумай пулни пăшăрхантарать çул-йĕр харушсăрлăх ĕçченĕсене. Çак тĕллевпех хĕллехи каникул вăхăтĕнче Красноармейски салинчи ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче çул-йĕр правилисене пĕлекенсен олимпиадине "Асăрхануллă пулатăн - сывă юлатăн" ятпа ирттернĕ. Унта районти вун пĕр шкулти вĕренекенсем    хутшăннă.

Олимпиада пуçланас умĕн районти ПАИ уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ В.Алексеевпа ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн методисчĕ И.Петрова Трак тăрахĕнче те аслисен айăпĕпе, ачасен асăрханусăрлăхĕпе автоавари тăтăш пулни çинчен каланă, вĕсен сăлтавĕсене тишкернĕ. Олимпиадăн çăмăл мар ыйтăвĕсене хуравласа Пикшикри, Именкассипе Чатукассинчи вĕренекенсем малти вырăнсене йышăннă.

 



"Хыпар"
16 января 2007
00:00
Поделиться
;