Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Успехи достигнуты общими усилиями

Успехи достигнуты общими усилиями

Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Новосибирскри вĕрентÿ ĕçченĕсен пĕлĕвне тата квалификацине ÿстерекен институтра "Раççейри вĕрентÿ аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрне пурнăçлас тĕлĕшпе профессин хушма вĕрентĕвĕн тытăмне модернизацилесси" ятпа регионсен хушшинчи конференци иртрĕ. Унăн ĕçне 160 çын, çав шутра "Методика служби - Рассей вĕрентĕвне" муниципалитет службисен Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсĕн регионсен хушшинчи II тапхăрĕнче Раççей Федерацийĕн 20 регионĕнче вăй виçекенсем хутшăннă.

Эксперт комиссийĕн членĕсем 40 çыннăн тĕпчевне пăхса тухнă хыççăн ялти методика центрĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăна пирĕн республикăри Красноармейски районĕнчи информаципе методика центрне пама йышăннă. Жюри председателĕн çумĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Л.Каменщикова профессор унăн ĕç опычĕн практика тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă, конкурса тăратнă документсемпе материалсем ыттисенчен пахалăхпа, шухăшлавпа, пĕлтерĕш тĕрĕслĕхĕпе тата yçăмлăхĕпе уйрăлса тăнине палăртнă. Приоритетлă "Вĕрентÿ" наци проектне пурнăçлас, общество пĕрлешĕвĕсем йĕркелес тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçе те ырланă. Методика служби вĕрентĕвĕн регион программисене пурнăçа кĕртме пулăшас, наци тата регион компонентне шута илес тĕлĕшпе пухнă опыт уйрамах интереслентернĕ. 40 баллă чи пысăк хаклавран Красноармейскисене 37,66 балл панă, вĕсене конкурса хутшăнаканăн дипломне, çĕнтерÿçĕ дипломĕпе паллине панă, 2007 çулхи кăрлач уйăхĕнче Мускавра муниципалитет службисен Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсăн III тапхăрне хутшăнма тивĕç пулнă.

 

Паянхи кăларăм хăни – çĕнтерÿçĕ – центр ертÿçи М.Фризен.

 

- Марина Филимоновна, çитĕнĕвĕрсен çăлкуçĕ мĕнре? 2007 çулта районти методика службине туса хунăранпа 70 çул çитет. Çак паллă датăна мĕнле çитĕнÿсемпе кĕтсе илетĕр?

-    Пысăк  профессиллĕ   коллектив йĕркелесе çитерес, инноваци культури туса хурас  енĕпе  юлашки  çулсенче нумай ĕçлерĕмĕр, кирлĕ тытăм çирĕпленчĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсене аталанма тата ĕçлеме лайăх условисем туса пapaс тĕлĕшпе кăткăс та нумай енлĕ задачĕсене татса патăмăр.

Çакна палăртма кăмăллă: пирĕн центр «Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ» патшалăх учрежденийĕпе Красноармейски районĕнчи вĕрентÿ тытăмĕ хушшинче партнерла хутшăнусене çыхăнтаракан сыпăк пулса тăрать. Хамăр ĕçĕмĕре тишкернĕ май çирĕппĕнех çапла калама пултаратпăр: информаципе методика центрĕ çĕнелсе, аталанса пырать, районти тата Чăваш Республикин çурçĕр вĕрентÿ округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсене методика тĕлĕшĕнчен пулăшакан эффективлă  та  çаврăнăçуллă  тытăм

шутланать.

ЧР Вĕернтÿ  тата çамрăксен политикин министерстви  «Методика служби – Чăваш Ен вĕрентĕвне" ятпа ирттернĕ муниципалитет методика службисен республикăри смотр-конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, регионсен хушшинчи  "Раççейри вĕрентÿ аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрне пурнаçлас тĕлĕшпе профессин хушма вĕрентĕвĕн тытăмне модернизацилесси" ятпа йĕркеленĕ конференцие хутшăнма тивĕçрĕмĕр. Новосибирскран та çĕнтерÿпе таврăнтăмăр.

Ку çитĕнÿ, паллах, ахальтен пулман. Унта тăратнă материалсен пуххинче хамăрăн ку таранчченхи ĕçĕмĕре тĕплĕн уçса пама пултартăмăр, шкулсене, ача сачĕсене, пултарулăх çурчĕсене, спорт шкулĕсене методика пулăшăвĕпе пахалăхлă тивĕçтерни çинчен каласа патăмăр, çакна уйрам тĕслĕхсемпе ĕнентерÿллĕн çирĕплетрĕмĕр.                   

Информаципе методика центрĕнчен районти шкулсен педагогĕсем тухма пĕлмеççĕ тесен те йăнăш мар. Надежда Григорьева, Луиза Сергеева, Галина Николаева методистсем вĕсене сĕнÿ-канашпа пулăшма яланах хатĕр, Ирина Прокопьева библиотекарь вăл е ку хаçат-журнала çийĕнчех тупса парать. Кунта вĕсене кирлĕ литература çителĕклех. Кашни çур çулта 25 пин ытла тенкĕлĕх пичет кăларăмĕ çырăнса илетпĕр. Сăмах май, çулленех "Хыпар" хаçат илсе тăратпăр (Çемьене те килсе тăрать чăваш халăх хаçачĕ). Унта вĕрентÿ ыйтăвĕпе пичетленнĕ материалсене тĕплĕн тишкеретпĕр, паха опытпа хамăр ĕçре усă куратпăр.

Ку тытăмра 1990 çултанпа тăрăшатăп, малтан методист пулнă. Тепĕр çичĕ çултан коллектива ертсе пыма шанчĕç. Çавăнтанпа эпир тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнатпăр, ялан тенĕ пекех çĕнтерÿпе таврăнатпăр.

1999 çулта музыка учителĕ В.Шуми­лов /Красноармейскинчи 2-мĕш шкул/ Раççейри «Çулталăк учителĕ» конкурсра тупăшрĕ, унăн пултарулăхне тивĕçлипе хакларĕç. Виктор Петрович çитĕнĕвĕнче пирĕн центр тÿпи те пур. Ăна çĕршыв шайне кăларма методистсем тÿрремĕнех хутшăнчĕç.

2002 çулта Раççейре иртнĕ "Библиобраз" конкурсра Упи вăтам шкулĕ мала тухрĕ, 600 пин тенкĕ çĕнсе илчĕ. Çак укçапа компьютер туяннă, библиотекăна çĕнĕлĕх кĕртнĕ, литература нумай илсе килнĕ. Пĕлтĕр асăннă коллектив РФ Президенчĕн премине – 1 миллион тенкĕ илчĕ. Трак гимназийĕ те çак чыслава тивĕçрĕ. Районти 12 шкултан иккĕшĕ района 1-шер миллион илсе килнĕ - пысăк çитĕнÿ, инвестицисене хутшăнтарни пирĕншĕн пысăк пуянлăх, мĕншĕн тесен çав суммăпа вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне татах тĕреклетсе çамрăк ăрăва тарăн та çирĕп пĕлÿ пама май килĕт.

Зинаида Михайлова /2-мĕш шкул/, Ираида Антонова, Маргарита Ашмарина (Трак гимназийĕ), Мария Федорова /Именкасси шкулĕ/ вĕрентекенсем пĕлтĕр РФ Президенчĕн 100 пин, Вален­тина Спасова (Трак гимназийĕ) ЧР Президенчĕн 10 пин тенкĕллĕ премине çĕнсе илнипе те тивĕçлипе мухтанатпăр. Вĕсем те конкурса пирĕн центр урлă кайнă.

-  Тен, хăвăран уйрăм çитĕнĕвĕрсем пирки каласа паратăр?

-    2002   çулта   Пĕтĕм   Раççейри "Вĕрентÿ лидерĕ" конкурса хутшăнтăм, çĕнтерÿçĕ пултăм. 2005 çулта Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче ĕçленĕ Леонид Мочаловпа /халĕ вăл районти вĕрентÿ пайĕнче вăй хурать/ обществăна вĕрентÿ ĕçне тата çывхартас тĕллевпе ятарлă проект хатĕрлерĕмĕр. Сăмах май, хам диссертаци çырнипе Муркаш тăрăхĕ сăнав вырăнĕ шутланнă. Мускавра 512 çынран 20-шне суйласа илчĕç. Л.Мочалов иккĕмĕш вырăна тухса дип­лом илчĕ.

- Новосибирскри конференцие пирĕн респуликăри ытти центр хутшăнчĕ-и?

-  Пирĕнсĕр пуçне Етĕрнесем пычĕç. Вĕсем 15-мĕш вырăнпа çырлахрĕç.

- Эсир - хула хĕрĕ, чăвашла илемлĕ те таса калаçатăр. Хăвăрпа паллаштарсамăр.

-  Эпĕ Çĕpпÿpe çуралнă, 2-мĕш вăтам шкулта сакăр класс пĕтернĕ, Красноармейскинче вăтам пĕлÿ илнĕ, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Аспирантура пĕтертĕм, халĕ кандидат диссертацине хÿтĕлеме хатĕрленетĕп. Çемьеллĕ. Мăшăрпа икĕ хĕр ÿстеретпĕр. Асли - ЧПУн ют чĕлхе факультетĕнче, кĕçĕнни 7-мĕш класра вĕренеççĕ.  Ĕçри çитĕнÿсемшĕн "РФ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Атте-анне чăваш. Шел те, пире шкулта тăван чĕлхене вĕрентмен. Ĕçлеме пуçларăм та чăвашла    пĕлменни    кансĕрленине   тÿрех сисрĕм. Вырăнти халăхпа унăн тăван чĕлхине хутшăнмасан вăл сана шансах каймасть. Чăвашла пĕр-ик сăмах перкелешсен вара калаçу çыпçăнатчĕ. Хам тĕллĕн вĕрентĕм чăвашла  калаçма, вулама. Çакăншăн чăннипех савăнатăп.

-  Вĕрентÿ  пайĕ укçа-тенкĕ тулăх уйăрса тăмасть. Конкурссене хатĕрленме, тухса çÿреме кам пулăшать?

-  Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхне Станислав Николаева пире кулленхи ĕçре хавхалантарса пынăшăн тав тăватпăр.

Пирĕн центрта ертсе пыракан канаш уçăлнă. Унăн пуçлăхĕ - районти коммуналлă служба директорĕ Владислав Петров. Чылай ыйтăва татса пама пулăшать вăл пире. Попечительсен канашĕ (пуçлăхĕ - район администраци пуçлăхĕн çуме Яков Григорьев) те пире хăй хÿттине илнĕ.

-  Эсир - "Хыпарăн" яланхи вулаканĕсем, Çĕнĕ çулта хаçатçăсене мĕн сĕнетĕр?

-   Яланах пĕрле пуласчĕ. Пĕрлехи вăйпа   умри   тĕллевсене   çĕнтерме çăмăлрах. Ку енĕпе пире "Хыпар" малашне те хавхалантарса пырасса шанатпăр. Вулакансен çемйи йышлантăр, çивĕч те интереслĕ материал ытларах кĕтетпĕр сирĕнтен.

-  Сире вара Мускаври конкурсра çĕнтерме ырлăх сунатпăр.

-  Тавах.

 



"Хыпар"
10 января 2007
00:00
Поделиться
;