Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ентешĕсене – парне

 

Красноармейски районĕнчи тĕп библиотекăра çак  кунсенче “Кĕнеке – пĕлÿ тĕнчи» темăпа вулакансемпе ялсенчи библиотекарьсен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Унта Осип Алексеев-Ăсан Уçăпĕ çыравçă килĕнчи библиотекăран ентешĕсене усă курма панă кĕнекесене халăх умне кăларчĕç. Парне-кĕнекесем (пурĕ 100-е яхăн), йĕрке тăрăх, уйрăм çÿлĕк-кĕтесре пурте пĕрле упранĕç. Вĕсемпе кашни çын вулав залĕнче усă курма пултарать.

Геннадий Юмарт çыравçă, сăвăç, ăсчах та Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕнче  ентешĕсене юлашки вăхăтра кун çути курнă «Тăван кĕтес» (сăвăсем), «Асаттесем» (поэмăсем), «А.С.Пушкин чăвашла янăрать» кĕнекисене тата «Халал сăввисем» пуххине парнелерĕ.


 



"Хыпар"
01 декабря 2006
00:00
Поделиться
;