Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Взятка сĕннĕшĕн – айăплав

 

 

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче 2 сехет тĕлнелле Л.Арсентьев Красноар­мейски районĕн шалти ĕссен пайĕнче пулнă май административлă майпа явап тыттарассинчен пăрăнас тĕллевпе район милицийĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекен ушкăнĕн оперуполномоченăйне Я.Иванова 500 тенкĕ взятка пама тăнă. Ку ĕç-пуç вăл патшалăх регистрацийĕсĕр е ятарлă ирĕк илмесĕр предпри­ниматель ĕçĕпе ĕçленĕшĕн РФ КоАПĕн 14.1 статйипе административлă проткол çырнă чух пулса иртнĕ.

Анчах Л.Арсентьев тĕллевĕ пурнăçа кĕреймен. Çак тĕслĕхпе район прокуратури РФ Уголовной кодексĕн 30, 291 статйисемпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Нумаях пулмасть Красноармейски районĕн сучĕ приговор та палăртнă: Л.Арсентьева ми­лиционера взятка сĕннĕшĕн условнăй майпа икĕ çул та виçĕ уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă.

 

 



"Хыпар"
14 ноября 2006
00:00
Поделиться
;