Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

«Хыпар», эс ятупа çÿлтен çÿле хăпар

 

 

Улттăн вăй хураççĕ Мăн Шетмĕри çыхăну уйрăмĕнче. Елена Аленцева ертÿçĕ, Маргарита Герасимова, Раиса Шмеле­ва, Юлия Максимова, Зоя Никитина тата Рената Ива­нова почтальонкăсем 13 ял халăхĕн çыхăну ыйтăвне тивĕçтереççĕ.

"Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене ку тăрăхра пурăнакансем юратса вулаççĕ. Хальхи вăхăтра чăваш халăх хаçатне - 53, "Çамрăксен хаçатне" - 28, "Чăваш хĕрарăмне" - 49, "Кил-çурт, хушма хуçалăха" - 180, "Сывлăха"  50 çемье илсе тăрать, çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли ку хаçатсене илсе тăма кăмăл тунисем кунсерен хушăнса пыраççĕ.

Елена Аленцева пĕлтернĕ тăрăх, хаçат-журнал çырăнтармалли плана 2007 çулта Мăн Шетмĕсем тултарасси иккĕлентермест. "Хыпар" хаçата сарас енĕпе халĕ Р.Шмелева уйрăмах пуçаруллă. Раиса Петровна Йĕпрем тата Кушкă ялĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Почтальонка шухăшĕпе, чăваш халăх хаçатĕнче вуламалли-пĕлмелли çав тери нумай. Ял çыннишĕн уйрăмах "Кил-çурт, хушма хуçалăх" кăларăм çывăх. Ăна халĕ 40 ытла çын илсе тăрать. Сăмах май, почтальонка хăй вара "Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене пурне те çырăннă.

 

 



"Хыпар"
08 ноября 2006
00:00
Поделиться
;