Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чупу иртнĕ

 

Bиçĕм кун Красноармейски районĕнчи сывлăх трасси çине çăмăл атлетсем старта тухрĕç. Кивĕ Йĕкĕт-Красноармейски-Упи-Красноармейски маршрутпа йышлă спортсмен ăмăртрĕ. Асăннă чупăва кашни çулах кĕркунне, Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ умĕн ирттереççĕ.

Старта тухас умĕн спорта юратакансене район администраци пуçлăхĕ Станислав Николаев саламлapĕ, ăнăçу сунчĕ. Ун хыççăн çăмăл атлетсене автобуссемпе Кивĕ Йĕкĕт тата Упи ялĕсене илсе çитерчĕç.   Чупу   шăпах  çав   ялсенчен   старт   илчĕ.

3 çухрăм та 900 метра, 7 çухрăм та 600 метра тăсăлакан маршрутсенче ăмăрту хĕрÿ иртрĕ.  Шкулсен хушшинче Трак гимназийĕн команди мала тухрĕ, ял тăрăхĕсен    спортсменĕсенчен    Пикшиксем    çĕнтерчĕç.

Вĕсемпе пĕрлех уйрăм çĕнтерÿçĕсене те дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Массăллă чупăва Çĕрпÿ хулипе районĕнчи тата Канаш районĕнчи çăмăл атлетсем те хутшăнчĕç.

 

 



"Хыпар"
03 октября 2006
00:00
Поделиться
;