Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кун йĕркинче – вак предпринимательлĕх ыйтăвĕ

 

 

 

Красноармейски районĕнче вак предпринимательлĕх кунне халалланă лару иртрĕ. Канашлăва район пуçлăхĕ С.А.Николаев уçрĕ. Пуçтарăннисем çак бизнес ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Вĕсем республикăра предпринимательлĕхе патшалăх енчен пулăшу кÿмелли çĕнĕ формăсемпе, алкоголь продукцине сутма лицензи илмелли йĕркепе, вак бизнес субъекч-ĕсене лизинг мелĕпе çăмăллăхсем парассипе çыхăннă.

Район администрацийĕн экономика аталанăвĕн ертÿçи А.Михайлова   предпринимательлĕх районта мĕнлерех лару-тăрура пулнине тулли информаци илсе кăтартрĕ. Çавăн пекех  пухăннисен умĕнче ЧР Экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерствин специалисчĕсем Ю.Дудина тата О.Гурьянова, уçă йышши «Пĕчĕк бизнесăн лизинг компанийĕ» акционер пĕрлешĕвĕн финанс тишкерÿçи М.Ватолин тухса калаçрĕç. Канашлура пĕчĕк предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекенсемпе халăхăн ал ĕç ăсталăхĕн промыслине аталантарасси пирки те сăмах пуçарчĕç.

 



"Хыпар"
13 сентября 2006
00:00
Поделиться
;